Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлтăрлă тÿпе

12 сентября 2009 г.

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче СССР космонавт летчикĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ А.Николаев çуралнăранпа 80 çул çитнине районти библиотекăсенче тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе паллă турĕç. Ку паллă пулăмран Питĕркассинчи тĕслĕх вулавăш та аякра юлман. Кунти О.Мидушкина библиотекарьпе вырăнти вĕрентÿ учрежденийĕ çумĕнчи шкул çулне çитменнисен ушкăнĕн воспитателĕ Л.Чеблукова "Çăлтăрлă тÿпе" заняти ирттернĕ. Библиотекарь пирĕн ентеш пирки каласа панă. Воспитатель космонавт профессин уйрăмлăхĕсем çинче чарăнса тăнă, акварельпе усă курса çăлтăрлă тÿпе ÿкерме сĕннĕ. Ачасем хаваспах ĕçе пикеннĕ. Вĕсен ÿкерчĕкĕсем пурин те аван пулнă. Анчах та А.Судакован, П.Храмовăн, С.Судакован, М.Серинăн ĕçĕсем чи лайăххисем шутне кĕнĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика