Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк та хитре: кермен тейĕн!

21 августа 2009 г.

Аслă Елчĕк - Елчĕк районĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри. Унта - 700 ытла хуçалăх. Çамрăксен шучĕ сахалах мар, çавна май хитре те капмар çуртсем хăпартаççĕ. Вĕсене пăхсан чун савăнать: пĕри тепринчен хÿхĕмрех вĕт, кермен тейĕн! Çурт-йĕр çавăрасси нихăçан та çăмăл ĕç пулман, уйрăмах халĕ, тĕнчере экономика кризисĕ хуçаланнă тапхăрта. Çапах маттур та тăрăшуллисем пур пĕрех пуç усмаççĕ, пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе ĕмĕтне пурнăçа кĕртеççĕ. Акă Савуковсем те кăçал икĕ хутлă кирпĕч çурт хăпартнă. Владиславпа Татьяна тата вĕсен пĕчĕк хĕрĕ федерацин “Çамрăк çемье” программипе килĕшÿллĕн пĕлтĕр 300 пин ытла тенкĕ субсиди илме тивĕçнĕ. Унпа вĕсем строительство материалĕсем туяннă. Пысăк ĕçе тăрăшуллă мăшăр кăçал пуçăннă, çурта тăрă айне кĕртме те ĕлкĕрнĕ.

- Проектне хамăр шухăшланă пекех турăмăр. Шыв пÿртех кĕрет, урама юхса тухать. Çут çанталăк газĕпе те усă куратпăр, - чунне уçрĕç Савуковсем. Эпир вĕсем патĕнче пулса курнă кун çурт стенисене штукатурка тăватчĕç. Çĕнĕ пÿрте кăçалах пурăнма куçасшăн вĕсем, иккĕмĕш хутне çывăх вăхăтра майĕпен йĕркене кĕртесшĕн. Мĕн палăртнине пурнăçласа пымашкăн çамрăк çемьене çывăх çыннисем те пулăшаççĕ. Сăмах май, мăшăр Владиславăн ашшĕ-амăшĕпе тата асламăшĕпе пĕрлех пурăнать.

Владиславпа Татьяна иккĕшĕ те Елчĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцире ĕçлеççĕ. Водительпе ветсанитарка шăпах çакăнта паллашса туслашнă та. Çулталăкран вара пĕрлешнĕ. Туй хыççăнах ял тăрăхне кайса черете тăнă, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ĕмĕтленекен çамрăк çемьесен йышне лекнĕ. Виçĕ çултан субсиди /хут çинче ăна социаллă тÿлев тесе палăртаççĕ/ илнĕ.

Хальхи вăхăтра Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче федераци тата республика шайĕнчи “Çамрăк çемье” программăсемпе килĕшÿллĕн 48 çемье çурт-йĕрлĕ пулас тесе черетре тăрать.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика