Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хыпарсăр çухалман

15 августа 2009 г.

Анăçра Аслă вăрçă кĕрлесе иртнĕренпе нумай çул хыçа юлчĕ. Апла пулин те унăн синкерĕ манăçмасть-ха. Кашни чăваш çемйи вăрçă вут-çулăмĕн çавра çилĕ кÿнĕ инкексем пирки кĕнекесем е кинофильмсем тăрăх кăна пĕлсе тăмасть, тăванĕсем, çывăх çыннисем каласа панине асра тытать, пуçра упрать...

Вăрçăра "хыпарсăр çухалнă" Николай Иванович Михуткин салтакăн ывăлĕ Николай Николаевич çемйи Питĕркассинче пурăнать. Вăл кăçалхи çу кунĕсенче ашшĕн вил тăприне çитсе курнă. Урăхла каласан, Мускав облаçĕнчи Можайск районĕнчи Порецк çывăхĕнчи Тăванла масар çинче пулнă. Унта, 672 совет салтак хушшинче, 1912 çулта çуралнă, икĕ ача ашшĕ, Питĕркасси чăвашĕ ĕмĕрлĕхех хăйĕн канăçне тупнă. Вăл 1942 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă.

Мăшăрĕ, Александра Тимофеевна патне, çав çулхинех фронтран "хура хыпар" çитнĕ. Николай Иванович çапăçу вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă-мĕн. Çывăх çыннинчен хыпар-хăнар çукки, пысăк çухату чĕрене касса ыраттарнă, куççуль кăларттарнă. Çук, парăнман чăваш хĕрарăмĕ, йывăрлăха тÿссе ирттернĕ. Пилĕк çулхи хĕрĕ Надя тата ашшĕ вăрçа тухса кайсан çуралнă ывăлĕ Коля ăна малашлăха пăхма вăй-хал панă. Ачисене пĕчченех пăхса ÿстерсе ура çине тăратнă вăл. Вĕсем çĕршыва юрăхлă çынсем пулса тăнă, мирлĕ ĕçре хăйсен тÿпине хывнă. Çакă мар-и амăшĕн телейĕ;

1991 çулта Мускавра тухса тăракан хаçатра пичетленнĕ пĕр заметка Александра Тимофеевна куçĕ умне пулнă. Унта çакăн пек йĕркесем пур-мĕн: "...Порецк вăтам шкулĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ П.И.Орлов ячĕллĕ "Шырав" ушкăн 1912 çулта çуралнă, пĕр хаяр çапăçура пуçне хунă Н.И.Михуткин воинăн тăванĕсене тата çывăх çыннисене шырать". Михуткинсен çемйи вăхăта вăраха тăсмасăр сас панă: çыру шăрçаланă та ăна Мускав облаçне ăсатнă.

Çыру çÿретнин усси пулнă. "Шырав" ушкăн ертÿçи Анатолий Алексеевич Гонков çапла пĕлтернĕ: "Александра Тимофеевна, Николай Иванович хăш кун пуçне хунине, ăна ăçта пытарнине эпĕ Можайскри çар ĕç комиссариатĕнче упранакан документсемпе паллашнă хыççăн пĕлтĕм. Списокри 254 воинран пĕрин те килти адресĕ çукчĕ. Икĕ Тĕп архива ыйтса çырмалла пулчĕ, нумайăшĕн адресне тупма май килчĕ. Анчах йăнăшсем пурри палăрать.

Николай Иванович Хĕрлĕ Çарăн пĕрремĕш стрелок дивизийĕн 559-мĕш полкĕнче çапăçнă. Мускав облаçĕнчи Можайск районне нимĕç захватчикĕсенчен ирĕке кăларнă чухне аманнă, куçса çÿрекен госпитальте 1942 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче куçне хупнă. Ăна Порецкра вырнаçнă госпитальтен 150 метрта йĕркеленĕ Тăванла масара пытарнă".

Çапла, вăрçă паттăрĕн вил тăприйĕ тупăннă. Вăл "хыпарсăр çухалман" иккен, ăна юлашки çула Тăван çĕршывăн тĕп хули çывăхĕнчен ăсатнă. Çапах та ку таранччен Александра Тимофеевна та, ачисем те, мăнукĕсем те Тăванла масар çинче пулман, çывăх çыннине пуç тайма ĕлкĕреймен. Кăçал вара ĕмĕтленни пурнăçа кĕнĕ. Михуткинсем çемйипех ашшĕне, маçаккăшне, кукашшĕне пытарнă вырăна çитсе курнă, унта чечек çыххисем хунă, çĕршыва хÿтĕлесе хăварма хутшăннă салтака асăнса пĕр хушă шăп тăнă. Шырав ĕçĕсене йĕркелесе пыракан А.Гонковпа тĕл пулнă, вăл вăрçă паттăрĕсем çинчен каласа панине хумханса та хăпартланса итленĕ. Уйрăлас умĕн Анатолий Алексеевича хăйсене – Чăваш Енри Михуткинсен çемйине пысăк пулăшу панăшăн чун-чĕререн тав тунă. Малашне те пархатарлă шырав ĕçĕнче ырми-канми тăрăшма вăй-хал суннă.

Шел, Александра Тимофеевна çак куна кĕтсе илеймен...

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика