Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявĕсен илемĕ

12 августа 2009 г.

Кăçалхи августăн 8-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе районта ял уявĕсем иртнĕ.

Енкĕлт çыннисем Ф.Белов ĕç ветеранĕ каласа панинчен ял пуçланса кайни, вырăнти колхоз йĕркеленни çинчен, çырма-çатра, çăл куçсен, çарансен ячĕсене пĕлчĕç. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн депутачĕ С.Баринов ял историйĕн музейне уçни мăн асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркине упраса хăварма пулăшнине палăртрĕ, тĕрлĕ экспонатсем тупса паракансене тав турĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Романов пухăннисене ăшшăн саламларĕ, тавралăха тирпей-илем кĕртес, сывă пурнăç йĕркишĕн кĕрешес ыйтусене хускатрĕ, ырă ĕçпе палăрнисене Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕ.

Хурапырта пурăнакансем пухăнса çитсен Питĕркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Дмитриев ял уявне уçрĕ. Вăл халăха саламланă май çамрăк пепкесен ашшĕ-амăшне, нумай çул пурăнакан ватăсене, юбилярсене парнесем тата грамотăсем пачĕ. Çавăн пекех ял тăрăхĕн депутачĕсем В.Егоровпа Н.Дадюкова, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Н.Артемьев, Аслă вăрçă ветеранĕ И.Федоров саламлă сăмах каларĕç.

Уявсенче ялти талантсен пултарулăхĕ пухăннисен кăмăл-туйăмне çĕклерĕ. Пурте пĕрле ларса какай шÿрпи çини, килте тунă сăрана ас тивни халăх асĕнче нумайччен упранĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика