Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшса ĕçлесен ÿсĕм пулать

08 августа 2009 г.

Августăн 5-мĕшĕнче районта Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе Раççей шайĕнчи вĕренÿ иртрĕ.

Раççейри тĕрлĕ регионтан килсе çитнĕ ушкăна РФ Центросоюз пайĕн начальникĕ А.Ф. Волынкин тата РФ ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Н.Демидов ертсе пычĕç. Потребкоопераци тытăмĕнче тăрăшакансем райпон предприятийĕсемпе суту-илÿ лавккисем халăха кирлĕ таварпа тивĕçтерессипе мĕнле ĕçленипе паллашрĕç. Çавна май ĕçлĕ ушкăн Мучикассинчи, Мăн Этменти, Питĕркассинчи лавккасене çитсе курчĕ. Хăнасем Питĕркассинчи лавккана çĕнетсе юсанипе, самообслуживани мелĕпе суту тунипе кăмăллă пулчĕç.

Пухăннисем çăкăр завочĕ туса кăларакан продукцин куравĕпе паллашрĕç, тин çеç пиçнĕ кăпăшка çăкăра, булка изделийĕсене тутанса пăхрĕç.

Çавăн пекех ушкăн «Янтарь» тулли мар обществăн пахча çимĕçе типĕтес, консервлас, улма-çырларан компот-варени, тĕрлĕ пылак шыв хатĕрлес опычĕпе интересленчĕ. Вырăна çитсе пур цехсенче те пулчĕ, ĕç коллективĕпе тĕл пулса калаçрĕ. Сăмах май, райпо предприятийĕсен хăнасене мĕн кăтартмалли пурах ĕнтĕ. Вĕсем кăçалхи çур çулта вырăнта продукци туса кăларассипе плана 108,6 процент пурнăçланă. Лавккасенче тавар лайăх сутăнать.

Юлашкинчен Раççейри тĕрлĕ хуласенчен килнĕ хăнасем райпо предприятийĕсем, суту-илÿ лавккисем тулли хăватпа ĕçленине çирĕплетрĕç. Пур çĕрте те ĕç дисциплини, лавккасенче хăтлăх хуçаланнинче райпо председателĕн А.Ю. Степановăн тÿпи пысăккине палăртрĕç, унăн ĕçне лайăх хак пачĕç, тăрăшулăхшăн тав турĕç.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика