Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрÿ тапхăр

15 июля 2009 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсен уйĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлессипе тимлеççĕ. Çав хушăрах ÿсен-тăрансене çум курăк хупласран, хурт-кăпшанкă сиен кÿресрен им-çам сапаççĕ. Ĕç çи сарăлсах пынă май, хуçалăхсен ертÿçисемпе тĕп специалисчĕсем, механизаторĕсем, ял ĕçченĕсем çанталăкăн кашни ырă саманчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ.

Кăçал обществăлла выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеме майсем пур, курăк парка ÿсрĕ. Ăнăçлăх вара ĕçе вăхăтра пурнăçланинчен, паха утă пухса кĕртнинчен, сенаж-силос çителĕклĕ янтланинчен килет.

Районĕпе нумай çул ÿсекен курăксем 7074 гектар йышăнаççĕ, пĕр çул ÿсекен курăксем – 938. Июлĕн 14-мĕшĕ тĕлне курăксене 5235 гектар çинче çулнă е вăл 74 процентпа танлашать. Пĕтĕмĕшле пĕрлештернĕ хуçалăхсем сенаж 5315 тонна янтланă, силос – 4200 тонна.

Выльăх апачĕ хатĕрлессипе «Коминтерн» кооператив ĕçченĕсем пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Атнарсем сенаж 4615 тонна хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ, утă – 580 тонна. Палăртмалла, «Коминтерн» ЯХПК-ра выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре хăватлă «Полесье» комбайнпа усă кураççĕ. «Дон-680» комбайн та тухăçлă ĕçлет. Çавăнпах ĕç кăтартăвĕ те пысăк кунта.

«Нива» ЯХПК-ра силос янтласа çитернĕ ĕнтĕ. Тралькассисем кăçал çак паха апата пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах – 2200 тонна хывса хăварнă. Хальхи вăхăтра тралькассисем Красный Яр уйĕсенче утăлăх курăк çулаççĕ. Тепĕр бригада хатĕр утта тĕркемлесе ферма çывăхне турттарса тăрать. Çулĕ çывăх мар, çавăнпа хуçалăх ертÿçи утă турттарас ĕçе мĕн пур техникăна явăçтарать. Кунта утă 340 тонна таран çулса типĕтнĕ.

«Свобода» колхозра та уй-хир ĕçĕсем анлă сарăлнă. Анатçĕрпÿкассисем утă 110 тонна, силос 950 тонна хатĕрлеме пултарнă.

«Победа», «Аккозинский» кооперативсенче, В.Никитин фермер хуçалăхĕнче те нумай çул ÿсекен курăксене вăхăтра çулса пуçтарса илессипе тимлеççĕ. Сăмах май, ку хуçалăхсен çĕр лаптăкĕсем ыттисенчен чылай пĕчĕкрех. Апла пулин те, хуçалăх ертÿçисем яваплăха туйса ĕçлеççĕ, çине тăрсах выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ.

Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем уй-хир ĕçĕсене тишкернĕ май çапларах пĕлтерчĕç. «Асамат», «Путь Ильича» тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче ĕçсем кая юлса пыраççĕ. Кунта çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕксĕрри, техника хире тухайманни ĕçре ура хурать. Асăннă хуçалăх ертÿçисен йывăрлăхран тухма майсем тупмаллах. Çу кунĕсенчи хаклă вăхăта çухатсан, хĕлле ĕнсе хыçмалла ан пултăрччĕ.

Хуçалăхсенче кĕрхи çĕртме ĕçĕсене те туса пыраççĕ. Паянхи куна кĕрхи культурăсене акма 1042 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Вырма ĕçĕ те инçех мар. Хуçалăхсенчи механизаторсем «хир карапĕсене» юсава лартассипе ĕçлеме пуçларĕç.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика