Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунĕ - Вăрмарта

27 июня 2009 г.

Республика кунĕ - Вăрмарта

Присоединенное изображение
Оригинал изображения

Июнĕн 24-мĕшĕнче ирхине Вăрмар поселокĕ çине пăхса çынсем кăна мар, ахаль те кĕске каç чатăрне вăрттăн уçса тухнă хĕвел те тĕлĕнчĕ пулĕ. Кунсерен хитреленсе пыракан поселок куç умне пĕтĕм хитрелĕхĕпе тухса тăчĕ. Пур çĕртех вĕрсе хăпартнă тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе ялавсем, суту-илÿ, ал-ĕç ăстисен палаткисем, центрти универмаг умĕнчи анат енчи (пирĕн ĕнтĕ) чăвашсен çулталăк çаврăнăшĕнче ирттерекен авалхи йăли-йĕркесемпе паллаштаракан «Çулталăк календарĕ» площадка...

ЧР Президенчĕ Н.Федоров ертсе пыракан делегацин Вăрмарти уявпа паллашасси çакăнтан пуçланчĕ те.

Çулларан - Çăварнине

Çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ хыççăн Николай Васильевич, Раççей Культура министрĕ А.Авдеев, РФ Патшалăх Думин Ют çĕршыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ К.Косачев, РФ Патшалăх Думин Федераци ĕçĕсемпе ĕçлекен тата регион политикин комитечĕн председателĕ В.Усачев, Патшалăх думин депутачĕ Н.Бударин, ЧР Культура министрĕ Р.Лизакова тата ытти хаклă хăнасем ял тăрăхĕсенчи пултарулăх коллективĕсем хатĕрленĕ авалтан килекен йăла-йĕркесемпе паллашрĕç. Чи малтанах вĕсем Пысăкенккассисем патĕнче «хăнара» пулчĕç. Н.Гаврилов ертсе пыракан «Çăл куç» ушкăн «Çăварни эрни» фольклор композицийĕ хатĕрленĕ, çавăнпа та хăнасене вĕсем икерчĕсемпе сăйларĕç. З.Петрова тата В.Петрова ĕç ветеранĕсем асăннă фольклор ушкăнне йĕркеленĕренпех çÿреççĕ. Президентпа хăнасем умĕнче юрласа-ташласа кăтартас кăмăлĕ питĕ пысăкчĕ, анчах вĕсен çул çÿрев графикне минутпах палăртнă çав.

«Вăрмар çулĕ вăрăм мар, килсе курма инçе мар» ал ĕç ăстисен суту-илÿ-куравĕнче мĕн тĕрлĕ кăна япала çук - тĕрĕ-эреш, тăмран тунă теттесем... Пĕчĕк Енккассинчен килнĕ П.Порфирьев ветеран карçынккасем тăратнă, хăй ăсталанă станокпа кунтах çĕнни те çыхса пама пултарать. Çĕнĕ Кинчерти Н.Яйцов юрă-ташăра кăна мар, кăçатă йăвалассипе те ăста. Хури, шурри, тĕрлени - пурте пур. Шартлама сивĕсемччен вăхăчĕ чылай-ха та, анчах çунана çуллах хатĕрлеме хушнă ватăсем. Чăваш Ен Президенчĕ те, Мускав çыннисем те кăсăклансах паллашрĕç Вăрмар ăстисен пултарулăхĕпе.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика