Чебоксарский международный кинофестиваль 2009ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн те киностуди пулнă

06 июня 2009 г.

Кинофестивале йĕркелекенсем вăл ăнăçлă, тĕрлĕ енлĕ тата пуриншĕн те усăллă пултăр тесе тăрăшнине палăртмалла. Çак тапхăрта - çĕртме уйăхĕн 1-6-мĕшĕсенче - мĕн тĕрлĕ мероприяти иртмерĕ-ши? Вĕсенчен пĕри - “Халăхсен хăйсен кинематографине йĕркелеме право пур: хальхи вăхăтри тĕнчен фильмĕсемпе сăн-сăпачĕ” çавра сĕтел - Чăваш наци музейĕнче иртрĕ. Ăна Шупашкарти кинофестивалĕн пултарулăх ертÿçи Вячеслав Шмыров тата Алла Гербер кинокритик, РФ Общество палатин членĕ ертсе пычĕç.

Çавра сĕтеле хутшăннисен йышĕ пысăк та сумлă: Раççейри çеç мар, Беларуçри, Казахстанри кинорежиссерсемпе кинокритиксем, продюсерсем, Чăваш Енри тĕрлĕ наци культура пĕрлĕхĕн, массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем, историксем, ăслăлăх ĕçченĕсем.

“Халăхсен хăйсен кинематографине йĕркелеме право пур...” Мĕнле ăнланмалла ăна тата хăçан тĕвĕленнĕ çак ыйту?

Вячеслав Шмыров çапла шухăшлать: “Совет Союзĕ вăхăтĕнче унашкал индустри кашни халăх валли кирлех пулман. Çак тивĕçе, сăмахран, чăвашсемпе, çармăссемпе, пушкăртсемпе тата çак тăрăхри ытти халăхпа çыхăннине, Свердловскри киностуди пурнăçласа пынă, ытти хутлăх валли тата тепĕр студи пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çĕршыври кинематографи тытăмĕ арканма пуçларĕ. Çавăнтанпа ку енĕпе çĕр “чĕтренме” тытăнчĕ те”.

Алла Гербер паянхи наци киновĕ пирки чарăнса тăчĕ. Мĕнлерех пулмалла вăл? Тата унăн пĕлтерĕшĕ мĕнре? Алла Ефремовна хăй çеç мар, çавра сĕтеле хутшăннисенчен чылайăшĕ калаçрĕ ун пирки. Халăхсен хутшăнăвĕсем - кăткăс ыйту. Совет Союзĕ пулнă вăхăтра чăваш та чăваш мар, вырăс та вырăс мар, тутар та тутар мар... пурте пĕр ятпа - “совет халăхĕ” - çÿренĕ. Халĕ çав чатăра сиртĕмĕр. Мĕн юлчĕ? Шел те, кинофестивалĕн актерсем вылякан фильмсен конкурсне тăратнă “Россия-88” ĕçри пек пăтăрмахсем, “Мускав вырăссем валли çеç, ыттисем тасалăр!” - текен карма çăварсем унта та кунта пуçĕсене каçăртма пуçларĕç.

Кинематографи - культурăн пĕр пайĕ. Çак вăйпа пĕлсе, вăхăтлă усă курмаллине асăнчĕç кино ĕçченĕсем. Алла Гербер ку енĕпе Голливуд ĕçĕсене аса илчĕ. 40 çул хушши кĕрешнĕ вăл АПШри расизмпа. Мĕн тетĕр? Барак Обама, шурă ÿтлĕ мар çын, çĕршыв президенчĕ пулса тăниех - ку енĕпе пысăк çĕнтерÿ.

Раççей - нумай нациллĕ çĕршыв. Вырăссем валли çеç мар. Çак пысăк тĕнчере пурин валли те вырăн пур, пĕр хĕвел пăхать. Нумай нацилĕхе аркатас мар тесен тĕрлĕ майпа усă курса ĕçлемелле.

Сăмахран, Саха-Якут Республикин культура министрĕ, вăлах паллă режиссер Андрей Борисов Шекспира е ытти паллă классик хайлавне “чун” парать тейĕпĕр, вăл ăна хăйĕн тăван чĕлхипе калаçтарса “якутлатать”. Тутарстанри “Сабантуй” киностуди ĕçченĕсем те хăйсен чĕлхипе ÿкереççĕ. Çакăн çумне çапла хушса хурас килет: пирĕн те пулнă “Чăвашкино” студи. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен варринче Иоаким Максимов-Кошкинскин пуçарăвĕпе вăй илнĕ вăл. 1926-1932 çулсенче илемлĕ çичĕ тата документлă виçĕ фильм ÿкерме пултарнă. Халĕ вара? Халĕ Раççейре çуллен ÿкерекен 150 ĕçрен тăваттăшĕ çеç вырăс мар халăх кун-çулĕпе çыхăннă-мĕн.

“Çавра сĕтел” хăнисем - Алла Бобкова кинокритик /Беларуç/, Владимир Эйснер писатель /Новосибирск/, Елена Стишова, Ирина Гращенкова кинокритиксем /Мускав/, Рустем Абдрашев кинорежиссер /Казахстан/ тата ыттисем - каланă тăрăх, Чăваш Енре киностуди йĕркелеме шăпах меллĕ самант çитнĕ. Мĕнпе палăртаççĕ-ха вĕсем çакна? Фестивале мĕнле шайра йĕркеленипе. Халăх кинона çÿренипе. Вырăнта халăх культурине, йăли-йĕркине упраса хăварас тĕлĕшпе начар мар ĕçленипе /ун пирки çавра сĕтелте ЧР культура министрĕ Роза Лизакова каласа кăтартрĕ/. Çапах та, ман шухăшăмпа, культура феноменĕ пурри çеç çителĕксĕр, кĕсье те тулли пулмалла. Ирина Гращенковăпа килĕшмеллех: наци киновĕ пуласса кĕтсе лармалла мар, ăна тумалла, илмелле. Влаçра ларакансемшĕн çакă меллĕ пулмасан та.

Пирĕн пулнă вăл. Анчах çухатнă. Теприне хăçан тăвăпăр?

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика