Чебоксарский международный кинофестиваль 2009ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карен Шахназаров: “Çитес çул та чаплă фильмсемпе килĕпĕр”

09 июня 2009 г.

Лайăххин те вĕçĕ пулать теççĕ. Çаплах-мĕн. Акă Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль та хупăнчĕ. Ултă кун та ултă каç тыткăнларĕ вăл Чăваш Ен тĕп хулинче тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене. Малтан палăртнă пекех унта 80 кинокартина кăтартнă, çавăн чухлех актер, кинорежиссер, кинокритик, оператор, продюсер хутшăннă. Çаксенчен çĕршывĕпех пĕлекеннисем, халăх уйрăмах юратаканнисем те сахал мар пулчĕç: СССР халăх артисчĕ Эльдар Рязанов, Раççей халăх артисчĕсем Ирина Муравьева, Дмитрий Харатьян, Светлана Дружинина, Анатолий Мукасей, Юрий Чернов, Ирина Скобцева...

Фестивалĕн президенчĕ - паллă кинорежиссер, Раççей халăх артисчĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ, “Мосфильм” генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров, пултарулăх ертÿçи - киновед тата продюсер, “Кинопроцессор” журналăн тĕп редакторĕ, Раççей кинематографи искусствисен академийĕн членĕ Вячеслав Шмыров.

Жюри членĕсене те палăртса хăварар. Актерсем вылякан фильмсен конкурсĕн жюрине Раççей халăх артисчĕ Родион Нахапетов ертсе пычĕ, документлă фильмĕсемпе - паллă публицист, кинокритик, общество ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Алла Гербер. Родион Рафаиловичăн тата Алла Ефремовнăн ушкăнĕсем конкурса тăратнă илемлĕ фильмсемпе /“Русский треугольник”, “Россия-88”, “Георг”, “Подарок Сталину”, “Пленный”, “Океан”, “Тайна Чингис Хаана” тата “Интер-классик” /Мускав/, “Азия-фильм” /Новосибирск/, “Сабантуй” /Хусан/, “Новый курс” /Пермь/ студисемпе Санкт-Петербургри документлă фильмсен студийĕ тăратнă документлă кинофильмсене хак пачĕç. Çав вăхăтрах Чăваш Ен журналисчĕсенчен те ятарлă жюри йĕркелерĕç. Маргарита Гартфельдер ушкăнĕ хăйне килĕшнĕ ĕçсем валли ятарлă парне хатĕрлерĕ. Тинех çĕнтерÿçĕсене палăртма тата чыслама вăхăт çитрĕ.

 

Çĕнтерÿçĕсем

Чыслав шăмат кун К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ.

Хĕрлĕ кавир тăрăх чи малтан жюри членĕсем Родион Нахапетовпа Алла Гербер хăпарчĕç. Шупашкар çыннисем вĕсене алă çупса кĕтсе илчĕç. Вĕсем хыççăн пырса çитнисем те çак чысах тивĕçрĕç. Светлана Дружининăн ушкăнĕ ыттисенчен “чăнкăрах” пулнине акă мĕн çирĕплетрĕ. Вĕсем - паллă режиссер хăй тата унăн мăшăрĕ Анатолий Мукасей, Дмитрий Харатьян, Данила Дунаев - питĕ чаплă, Шупашкарта сайра тĕл пулакан автомашинăпа килсе çитрĕç.

СССР халăх артистки Вера Кузьмина тата Чăваш халăх артистки Антонина Баулина хăйсен ĕмĕрĕнче асăннă театр алăкне пин-пин хут уçса кĕнĕ пулĕ. Хĕрлĕ кавир тăрăх хăпарасси вара - яланах пулмасть. Вĕсене те хапăл йышăнчĕç куракансем. Хĕрлĕ кавирпе юлашкинчен утакансем ЧР Президенчĕ Николай Федоров тата унăн мăшăрĕ Светлана Юрьевна пулчĕç. Куракансем вĕсене тата ăшшăнрах кĕтсе илнĕн туйăнчĕ: алă ытларах çупрĕç.

Çăлтăрсен тумĕ тĕрлĕрен. Чи капăрри, пуянни Светлана Дружининăн пулĕ. Тахçан малтан балерина пулнăскерĕн кĕлетки халĕ те илĕртÿллĕ, хаклă йышши материалтан çĕленĕ костюмĕ ăна тата хÿхĕм кăтартать. Мăйĕ çинче - ылтăн вăчăрасен ярăмĕ. Ирина Муравьева вара тепĕр енĕпе илĕртет. Вăл, кăшт туллирехскер, ансатрах тумланнă. Анчах та халăхшăн, кураканшăн унăн кашни сăмахĕ, хусканăвĕ кăсăклă. Дмитрий Харатьяншăн пикесем ытларах çунчĕç пулĕ: сап-сарă çÿçĕ, таса тÿпе пек кăвак куçĕ, чипер сăн-пичĕ мĕнле ан тыткăнлатăр-ха! Хăй те туять çакна. Çавăнпа тата ытларах усă курма тăрăшать пек туйăнать.

Марина Орел актриса пирки тем каламалла. Чаплă уява килнĕ пек мар, урама уçăлса çÿреме тухнă пек тумланнă вăл. Шăлаварĕн хăрах пĕççине чĕр куççи таран çĕкленĕ, уринче - пляжра çÿремелли пушмак. Иккĕленÿ çук: çакăн хыççăн Шупашкар пикисем те унран тĕслĕх илĕç.

Çитĕ тум пирки калаçса. Çĕнтерÿçĕсем çинчен сăмах тапратиччен кинофестиваль хăнисене ЧР Президенчĕ Николай Федоров саламланине те палăртса хăварар. Николай Васильевич шухăшĕпе, çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ: Раççейĕн аслă поэчĕ Александр Пушкин çуралнăранпа 210 çул çитрĕ. “Турă хушнипе, пулăшнипе çакăн пек паллă кун пирĕн хулара - çĕршыври чи чаплă çынсем, - терĕ Николай Федоров. - Хăвăрăн чун-чĕре ăшшине куракана патăр, вĕсене хавхалантартăр, малалла пурăнма, ĕçлеме çунат хушрăр. Эпир вара хамăр енчен Шупашкара тата хитререх, хăтлăрах тума сăмах паратпăр, кунта татах килес килсе тăтăр”.

Савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ каçра çĕнтерÿçĕсене чысларĕç. Камсем-ха вĕсем?

Гран-прие - “Анне” статуэткăна тата “Чи лайăх илемлĕ фильм” ята - Павел Бардин режиссерăн “Россия-88” ĕçĕ тивĕçнĕ. “Хĕрарăм сăнарне чи лайăх калăплакан” енĕпе Монсе Дуане Гонсалес актрисăна /Куба, “Океан” /режиссерĕ М.Косырев-Нестеров/ çитекен пулмарĕ. Шел, Кубăра актерсене чикĕ леш енне кăлармаççĕ-мĕн. Шупашкар парнине океан леш енне çитерме Михаил Косырев-Нестеров пулăшĕ. “Арçын рольне чи лайăх калăплакан” ята “Подарок Сталину” фильмра /режиссерĕ Р.Абдрашев/ чукун çула пăхса тăраканăн сăнарне калăпланă Нуржуман Ихтымбаева пачĕç.

Илемлĕ фильмсен конкурсĕн жюрин ятарлă парнине Владимир Маканин писатель, сценарист /“Пленный”, режиссерĕ А.Учитель/ тивĕçрĕ, жюрин дипломне - “Русский треугольник” илемлĕ фильм /режиссерĕ А.Цабадзе/.

Документлă фильмсенчен çаксене те чысларĕç. Гран-прие чи лайăх фильмшăн Санкт-Петербургри документлă фильмсен студийĕ ÿкернĕ “Нярма” ĕçе /режиссерĕ Эдгар Бартенев/ пачĕç. Лайăх программа хатĕрленĕшĕн чыслакан парнене те асăннă студиех тивĕçрĕ, жюрин ятарлă призне вара - Пермь хулинчи “Новый курс” студин “Черные русские” ĕçĕ /режиссерĕ Алексей Романов/.

Виçĕ ĕçе куракансен парнийĕсемпе чысларĕç. Вĕсем - “Андерсен. Жизнь без любви” /режиссерĕ Э.Рязанов/, Санкт-Петербургри документлă фильмсен студийĕн программи тата ачасемпе çамрăксем валли ÿкернĕ “Костяника, время лета” /режиссерĕ Д.Федоров/. Чăваш Республикинчи калем ăстисен парнисене илме сцена çине Мускаври “Интер-классик” студи ĕçченĕ Эола Пак композитор тата “Океан” илемлĕ фильм режиссерĕ Михаил Косырев-Нестеров хăпарчĕç.

Тата тепĕр самант пирки. Чăваш патшалăх университечĕн пĕрремĕш курс студенчĕшĕн Александр Антроповшăн çак кун яланлăхах асра юлĕ. Унăн та хăпармалла пулчĕ сцена çине. Республикăри çамрăксен хушшинче киновидеопултарулăх енĕпе йĕркеленĕ “Молодежь представляет” республика конкурсĕнче вăл абсолютлă çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Уяв программи чăннипех пуян. Сăмахран, Дмитрий Харатьянпа Ирина Муравьева, Анастасия Макеева юрланине итлеме уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Ирина Муравьевăна Шупашкар ачисен “Кăткăсем” инсценировки питĕ килĕшнĕ. Актрисăн хушамачĕпе пĕр килнĕрен çеç мар-мĕн. Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров хăна юррипе савăнтарчĕ. Оперăпа балет театрĕн солисчĕсен Елена Лемешевскаяпа Айдар Хисмаутдиновăн ташшине Светлана Дружинина кинорежиссер /хăй те балерина пулнă терĕмĕр/ пысăк хак пачĕ.

 

Шухăшсем, сĕнÿсем

Иртнĕ шăмат кун кинофестиваль йĕркелÿçисем, кинорежиссерсем журналистсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсем хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç.

Карен Шахназаров, Раççей халăх артисчĕ, фестиваль президенчĕ:

- Хăшĕсем çакăн пек çăмăл мар вăхăтра фестивальсем ирттерме кирлĕ мар, ун вырăнне пĕр-пĕр фильм ÿкерни лайăхрах теме пăхаççĕ. Çак шухăшпа килĕшместĕп. Акă мĕншĕн: эпир ÿкерĕпĕр-ха, анчах кинофильмсене камсем пăхĕç? Фестивальсем кирлех. Мана пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта кăтартнă ĕçсемпе 25 пин çын паллашнă. Çакăн пек акцисем çеç Раççей фильмĕсене халăх патне çитерме пултараççĕ. Хăвăрах шухăшласа пăхăр: халĕ чылай хулара патшалăх тытса тăракан кинотеатрсем çук, яллă вырăнта кино кăтартма пăрахнине пурте пĕлетпĕр. Пур пек кинотеатрсем те уйрăм çынсен аллинче. Вĕсем вара ытларах Голливудра ÿкернисемпе ĕçлеççĕ.

Шупашкар кинофестивалĕн малашлăхĕ пур. Эпĕ, унăн президенчĕ тата “Мосфильмăн” генеральнăй директорĕ пулнă май, шантарсах калатăп: çитес çул тата вăйлăрах, пурне те кăсăклантаракан ĕçсем илсе килĕпĕр. Хальхи вăхăтра “Мосфильмра” унччен ÿкернĕ “Андрей Рублев”, “Зеркало”, “Весна”, “Девчата”, “Кубанские казаки” фильмсене паянхи шайри техникăпа çĕнетеççĕ. Куракансем çак шедеврсене çĕнĕрен хаваспах йышăнĕç тетĕп.

Родион Нахапетов, Раççей халăх артисчĕ, илемлĕ фильмсен конкурсĕн жюри председателĕ:

- Шупашкарти кинофестивале тăратнă ĕçсемшĕн намăс мар. Пурте актуаллă, паянхи пурнăçпа çыхăнса тăраççĕ. Режиссерсем те талантлă. Мана пуринчен ытла куракансем килĕшрĕç. Вĕсем фильм хыççăн киле тухса кайма васкамарĕç, кашни ĕçе сÿтсе явма хутшăнчĕç. Унашкал куракан валли тата ытларах ÿкерес килет. Хам пирки мĕнех калам? Халь-халь ĕçе пуçăнмалли хатĕр сценарисем те пур. Аннем çинчен каласа кăтартасшăн. Вăрçă вăхăтĕнче вăл утса тухнă çула яланлăхах çутатса хăварас килет. Актер пурнăçĕ те вĕçленмен-ха. Ÿкерĕнме чĕнеççĕ. Аса илÿ кĕнекин пĕрремĕш томне вĕçленĕ, халĕ иккĕмĕшпе ĕçлемелле. Американсем те кăсăкланаççĕ. 30 çул каялла хÿтĕленĕ диплом ĕçĕ Брэдбери писателе интереслентернĕ.

Шупашкарти куракансем ăслă пулнине тепĕр хут палăртатăп. Фестивале хутшăннă ĕçсем шăпах вĕсем валли: шухăшлаттараканнисем, пуçа ваттараканнисем, эпир çĕр çинче мĕншĕн пурăнни пирки калаçтараканнисем.

Вячеслав Шмыров, фестивалĕн пултарулăх ертÿçи:

- Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ - халăхсен хушшинчи тăнăçлăха упраса хăварасси, кашни халăхăн культурине, историне, йăли-йĕркине киноискусство урлă аталантарма пулăшасси.

“Россия-88” фильма чылай регион кăтартасшăн мар. Унта скинхедсене кăтартнипе. Анчах кинокартинăн тĕп тĕллевĕ вĕсене ырланинче мар-çке, пачах урăхла - унашкалли ан пултăр тенинче.

Шупашкарта ĕçлеме килĕшрĕ. Куракансем ырă туйăмлă. Вĕсем валли тата ытларах тăрăшас килет. Çитес çул та Шупашкарсене кинематографире палăрнă ентешĕсемпе паллаштарас кăмăл пур. Вĕсенчен пĕри - И.Я.Яковлевăн тăхăмĕ Михаил Ефремов - Чăваш Ене килме сăмах пачĕ ĕнтĕ.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика