Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ хут çуралнă

06 июня 2009 г.

 

М. НИКОЛАЕВА.

Майăн 22-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Çветтуй Николай Чудотворец кунне паллă тăваççĕ. Арапуçсемшĕн асăннă кун иккĕллĕ уяв - ялти чиркÿ çак Çветтуй ячĕллĕ.

Кăштах историе аса илер-ха. Арапуçĕнчи чиркÿ 1892-1893 çулсенче хăпарнă. Епархи Канашĕ 1894 çулхи майăн 23-мĕшĕнче панă ирĕкпе майăн 30-мĕшĕнче ăна çветит тунă. 1894-1900 çулсенче çуртра шкул вырнаçнă. Синод Указĕпе 1900 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче тинех прихут уçăлнă. Кĕлĕсене славян чĕлхипе, хушăран чăвашла та ирттернĕ. Пачăшкă пулса малтанах П.Вишнев ĕçленĕ. 1901 çулта хурал çуртне туса лартнă, унта шкул вырнаçнă.

Чиркÿ çуртне йывăçран хăпартнă, çиелтен çÿхе хăмапа витнĕ пулнă. Унăн калăпăшĕ 9х7 метрпа танлашнă. Çывăхрах вулăс ĕçтăвкомĕн, пачăшкăн, тиечукăн, учителĕн, Мишинпа Д.Мальковăн просфора пĕçермелли çуртсем вырнаçнă, юнашарах пасар лапамĕ пулнă. Чиркĕве уçсассăнах аякрах та мар масар валли çĕр уйăрнă, унччен вилнисене Чулкас масарĕнче пытарнă. Вырсарни кун, уяв кунĕсенче хитре тумланнă ял халăхĕ чиркĕве, пасара пуçтарăннă. Хурал çуртĕнче юмах-халап çапма ватти те, вĕтти те пухăннă. Хĕллехи çил-тăманлă каçсенче çул çинче çынсем аташса ан кайччăр тесе кашни сехетрен чиркÿ чанне çапнă.

Революци хыççăнах чиркĕве хупас ыйтăва çĕклеме пуçланă. Уйрăмах шкул директорĕ тăрăшнă. 1931 çулта, ăна уçнăранпа 28 çул çитсен тинех чиркÿ çуртне шкула панă. Турра ĕненекенсем М.Калинин патне делегаци те ярса пăхнă, (ВЦИК Председателĕ пулнă е, урăхла каласан, Пĕтĕм Союзри староста) анчах кăлăхах.

Çĕнĕ вăхăт çитрĕ. ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2002 çула Ăс-хакăл çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ хыççăн Арапуçсем чиркĕве тепĕр хут чĕртсе тăратма шутлаççĕ. Тăрăшни сая кайман. 2006 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче чиркÿ хăйĕн алăкĕсене уçнă.

Источник: "Учительская газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика