Чебоксарский международный кинофестиваль 2009ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкар хăнасене тарават

03 июня 2009 г.

Шупашкар хăнасене тарават

Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен тĕп хулине Пĕтĕм тĕнчери кинофестивалĕн сумлă хăнисем - Раççей халăх артисчĕ, илемлĕ фильмсен конкурсĕн жюри председателĕ Родион Нахапетов, документлă фильмсен конкурсĕн жюри председателĕ Алла Гербер, Елена Стишова кинокритик, Юрий Грымовпа Алексей Герман кинорежиссерсем, Виктор Бычков актер, Галина Перепелкова поэтесса - килсе çитрĕç.

Чукун çул вокзалĕнче вĕсене “Уяв” фольклор ансамблĕ çăкăр-тăварпа тата халăх юрри-кĕввипе кĕтсе илчĕ. Ăшă, уяр çанталăк хăнасен кăмăлне çĕклени тÿрех сисĕнчĕ. Çакă çеç-и? Шупашкар уява хапăл пулни те, хăйĕн тирпейлĕхĕпе куçа илĕртни те “айăплă” пулĕ. Алла Гербер çак шухăша тÿрех çирĕплетрĕ. Унпа Елена Стишова та килĕшрĕ.

Ĕнер “Çеçпĕл” кинотеатрта кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар çыннисем çак тапхăрта 82 кинокартина пăхма, ăна ÿкерекен режиссерсемпе тата фильмсенче вылякан актерсемпе курнăçса калаçма пултараççĕ.

* * *

Ĕнер Чăваш наци библиотекинче пирĕн ентеш - Александр Хван режиссер, Виктор Бычков актер, Елена Стишова кинокритик, Зоя Кошелева кинорежиссер, режиссер тата артистка Светлана Дружинина пресс-конференци ирттерчĕç. Ăна кинофестивалĕн пултарулăх ертÿçи, Раççей кинематографи искусствисен академийĕн членĕ Вячеслав Шмыров ертсе пычĕ.

Александр Хван Шупашкарта çуралса ÿснĕ. 1980 çулта Мускав культура институтĕнчен /ВГИК/ вĕренсе тухнă хыççăн ăна М.Горький ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен фильмĕсен тĕп киностудине чĕнсе илнĕ. Режиссер ĕçĕсенчен çакна палăртса хăвармалла: “Кармен” /2003/, “Прибытие поезда” /1995/ тата ытти те. 2005 çулта вăл “Питер FM” ĕçре вылянă. Александр Хван 1994 çулта Ялтăра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кинофорумра “Кино XXI век” номинацире режиссерсем хушшинче çĕнтернĕ.

- Шупашкарта юлашки хут 4 çул каялла пулнăччĕ. Аттепе анне çĕре кĕнĕренпе час-часах килсе çÿремен. Хăй вăхăтĕнче кĕнеке вулама Чăваш наци библиотекине çÿренĕ эпĕ, 16-мĕш шкулта вĕреннĕ. 17 çулта вара Мускава тухса кайнă. Кунта киностуди пулманран çавăнтах юлма тиврĕ, - аса илет ентешĕмĕр. Çакна палăртса хăвармалла: Александр Федоровичăн “Дюба-дюба” фильмĕ “Кинематографи ентешĕсем” цикла хутшăнать. Çавăн пекех “Последний поезд” тепĕр илемлĕ кинофильма та асăнмалла. Унта пирĕн ентеш Павел Романов вылять.

- “Дюба-дюба” картина ку фестивале хутшăнни ахальтен мар. Унти герой - Андрей Плетнев - хама аса илтерет. Ку ĕçе 90-мĕш çулсенче ÿкернĕ. Ăна киввисен шутне те кĕртме юрать. Ун пирки вăрăма тăсăлакан йывăр сюжетлă фильм теес килет. Çапах та курма килекенсенчен нумайăшĕ кăмăла кайнине пĕлтерчĕç, - терĕ Александр Хван хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май.

- Эпир ытларах “Мĕн вăл наци?”, “Мĕн вăл халăхсен хушшинчи туслăх?” ыйтусем çине тĕрĕс хуравлакан кинофильмсене пуçтартăмăр. Совет саманинче 15 республика еплерех пурăннине пĕр майлă кăтартнă. Паян эпир çак ыйту çине пачах урăх куçпа пăхатпăр, - калаçăва хутшăнчĕ Елена Стишова.

Зоя Кошелева документлă кино çинче чарăнса тăчĕ. Çакăн йышши фильм ÿкерме çăмăл маррине, ăна проката кăларма та чĕр нуша иккенне палăртрĕ.

- Фестиваль эпĕ ÿкернĕ “Чужие” кинофильмпа уçăлни савăнтарать паллах. Ку - маншăн пысăк чыс. Унта эпĕ Америка артисчĕсемпе вылятăп. Çак вăхăтра манăн кăмăла кайман çĕршывра пурăнма тиврĕ. Тĕрĕссипе калас тăк чи малтан çак ĕçе пикенесшĕн те марччĕ. Кайран, ăна пăхса тухнă хыççăн, мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ кинофильм иккенне ăнлантăм, - хавасланса калаçрĕ Виктор Бычков.

Светлана Дружинина Раççейре тухакан паха кинофильмсем куракан патне çитменни пирки асăнчĕ. Унăн шухăшĕпе ку ыйтăва фестивальсем çеç татса пама пултараççĕ.

- Хальхи çамрăксем “блокбастерсене” çеç килĕштереççĕ теме хăнăхнă эпир. Вĕсене айăпламалла мар пирĕн, вĕсемпе çанна тавăрса ĕçлемелле, - терĕ вăл. Шупашкар - тĕлĕнмелле хитре хула. Кунта эпĕ темиçе хут та пулнă. Çапах та унăн хăйне евĕрлĕхĕпе тĕлĕнме пăрахаймастăп. Кашни килмессерен тасалăхпа илемлĕхе куратăп. Çакăн йышши фестиваль тата та кирлĕ. Унăн малашлăхĕ пархатарлă пуласса шанас килет.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика