Чебоксарский международный кинофестиваль 2009ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш хăнасен тĕл пулăвĕ

02 июня 2009 г.

Паян Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура уçăлать. Хăнасем вара маларахах килме пуçланă. Сăмахран, ĕнер Чăваш наци библиотекинче Раççей халăх артисчĕсем Ирина Скобцева-Бондарчук, Юрий Чернов пресс-конференци ирттерчĕç. Ăна кинофестивалĕн пултарулăх ертÿçи, “Кинопроцесс” журналăн тĕп редакторĕ, Раççей кинематографи искусствисен академийĕн членĕ Вячеслав Шмыров ертсе пычĕ.

Раççей халăх артистки Ирина Скобцева - çур ĕмĕр ытла кинематографире. Сакăр вунă çул урлă каçсан та хăйĕн ытарайми хитрелĕхне упраса хăварнă актрисăна Шупашкарти фестивале хутшăнма мĕн хистенĕ-ха?

Палăртса хăварар: асаннă фестивалĕн программи тĕрлĕ енлĕ. Кунтах - актерсем вылякан, документлă фильмсен конкурсĕ те иртет. Чăваш Енрен тухнă режиссерсемпе актерсем çинчен те манса кайман. Ачасем валли ятарлă программа хатĕрленĕ. Çавăн пекех “Таврăннă шедеврсем” ярăм та пур. Шăпах çак енĕпе Сергей Бондарчукăн “Война и мир” илемлĕ фильмне кăтартаççĕ. Ирина Скобцева - паллă режиссерăн мăшăрĕ. Калаçу, тĕпрен илсен, асăннă фильм тавра йĕркеленсе пычĕ. Ирина Константиновна “Оскар” премие тивĕçнĕ, тĕнчери 95 çĕршывра кăтартнă ĕçре Элен сăнарне калăпланă. Вăл чи малтанах “Война и мир” фильма фестиваль программине кĕртнĕшĕн тав турĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ халĕ уйрăмах пысăккине палăртрĕ. Нумаях пулмасть Европăри чылай çĕршыв пĕрлехи вăйпа “Война и мир” фильма çĕнĕрен ÿкернĕ. Мĕнлерех йышăнать, хаклать ăна паллă актриса?

- Тиркесе, - çакăн пек пулчĕ унăн хуравĕ. Паянхи куçпа пăхса, Л.Толстойăн шухăшне пăтратса ÿкернĕ ăна. Тен, çакăн хыççăн хамăрăн телекуравпа С.Бондарчукăн фильмне кăтартĕç пулĕ тенĕччĕ. Анчах кĕтсе илеймерĕмĕр.

Интернетра “Война и мир” илемлĕ фильм пирки: “ССР Союзĕнчи чи хаклă ĕç - ăна ÿкерме 100 пин доллар кайнă”, - тесе пĕлтерни пур. Кунпа та килĕшмест Ирина Константиновна. “Анăçра, тен, çавăн чухлĕ тăрать те пулĕ, анчах пирĕншĕн акă хăш енĕпе хаклă: унта ÿкернĕ япаласем, тум çав тапхăрти пулнипе. Сăмахран, Питĕрте пурăнакансем 1812 çулхи пистолет панă, теприсем - тепĕр япала. Çĕршыври чи лайăх лашасенчен кавалери полкĕ йĕркеленĕ. Çак енĕпе пуян фильм”, - тет Скобцева.

Ирина Скобцева ÿкерĕннĕ фильмсене аса илер-ха: “Отелло”, “Обыкновенный человек”, “Неповторимая весна”, “Аннушка”, “Белые ночи”, “Борис Годунов”, “Зигзаг удачи”, “Тихий Дон”, “Бархатный сезон”, “Выбор цели”, “Степь”, “Очарованный странник”... “Пурнăçăмра хам пирки шухăшлама вăхăт та пулман. Ачамсене - Аленăпа Федьăна - анне пăхса çитĕнтерчĕ тесен те йăнăш мар. Тен, çавăнпах вĕсене актер профессине суйлама сунман та. Çук вĕт. Алена МХАТа экзамен тытма Бондарчук хушаматпа мар, асламăшĕннипе кайнă. Мăнукăм Константин Крюков та çак çулах суйласа илчĕ”, - каласа парать халăх артистки.

Юлашки ĕçĕ - “Золото” фильм. XVIII ĕмĕрти ылтăн кăларакансем пирки. Унăн ывăлĕн сăнарне Сергей Безруков калăпланă. “Çак фильмпа кинематографире пăнчă лартасшăн”, - тет И.Скобцева.

Журналистсем паллă актрисăран хăш вăхăтри хĕрарăма сăнласа пама çăмăл пулчĕ тесе ыйтрĕç.

- Толстой Чеховран уйрăлса тăрать. Çавăнпа кăсăклă та ĕçлеме, - çапла шухăшлать вăл. - Толстой героинине уçса пама Шекспирăннинчен те йывăртарах пулĕ.

Юрий Чернова паянхи ачасем çеç мар, çитĕннисем те /вĕсем те ача пулнă-çке/ лайăх пĕлеççĕ. Вăл хутшăннă фильмсенчен пĕрне çеç - “Доживем до понедельника” - асăнар. Раççей халăх артистне мĕн канăçсăрлантарать-ха? Ачапча валли фильмсем сахал ÿкерни, вĕсем Анăç персонажĕсене ăша хывса çитĕнни. “Тахçан малтан ачасем артист пулас ĕмĕтпе пурăнатчĕç, халĕ - банкир”, - тет чунне ыраттарса Юрий Чернов. - Апла пулин те ачасемпе ĕçлеме, тĕл пулма юрататăп. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл: юрласа, ташласа пар е фокус кăтарт. Цирк училищине пĕтернĕ май ку енĕпе тем те хăтланма пултаратăп темелле. Хамăн та виçĕ ача. Кĕçĕнни Ярослава çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче - Ачасен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче - çуралнă”.

Актера Шупашкар пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерме ыйтсан çапла хуравларĕ:

- Юмахри пек тĕлĕнмелле хула: таса, хитре. Темиçе те пулнă кунта. Апла пулин те татах-татах чĕнет хăй патне. Эпĕ хам Самартан. Атăл пире çыхăнтарать. Шупашкар çыннисене фестиваль уçăлнă ятпа саламлатăп. Эпĕ вара Мускава чăваш халăх юмахĕсен кĕнекипе таврăнатăп. Сирĕн парнĕрпе.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика