Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САБАНТУЙ МĔНЛЕ ИРТЕТ, ТЫР-ПУЛ ÇАПЛА ÇИТĔНЕТ

27 мая 2009 г.

Иртнĕ шăматкун Урмаел ялĕ çумĕнче капăр тумланнă çынсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Эрнипех сивĕ тăнă хыççăн çанталăк ăшăтасса кĕтнĕччĕ. Кунта ĕçпе юрă тата спорт уявĕ — Сабантуй пулса иртрĕ. Пысăк сцена çывăхĕнчи саксен пĕрремĕш речĕсене производствăра малта пыракансем — çăкăр çитĕнтерекенсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем йышăннă. Вĕсен пархатарлă ĕçĕсене тивĕçлипе хакларĕç.

Сабантуй уявне «Алга» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Н.Г.Мифтахутдинов уçрĕ, пурне те праçник ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Хĕрÿ ĕçре палăрнисене Хисеп грамотисем, укçа парса хавхалантарчĕ. Хуçалăхра çак тапхăрта ырă ят çĕнсе илнисем чылай. Пухăннисене çавăн пекех район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, «Чувашрегионгаз» ООО генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов, Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.М.Зайнуллин тухса саламларĕç. Кооператив ĕçченĕсем çурхи ака ĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçласа хăварнине палăртрĕç.

Акара тар кăларса ĕçленĕ хыççăн хăна пулма — ака шÿрпи çисе савăнма та кăмăллă. «Алга» ял хуçалăх предприятийĕ пухăннисене хăйсем пĕçернĕ шÿрпепе, тутлă ытти ĕçме-çимепе сăйларĕ.

Юрă-кĕвĕ. Пĕр уяв та иртмест унсăр, тунсăхлама памасть никама та. Сабантуйăн концерт программи кăçал та яланхиллех пуян та анлă пулчĕ. Юрăçсен уçă та янăравлă сассисем таврана ян! кайрĕç. Куракансене районти искусство шкулĕнче вĕренекенсем (директорĕ — Ф.А.Гибатдинов) те хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. «Мишар» ансамбль участникĕсем хăйсем чăн-чăн артистсем пулнине çирĕплетрĕç.

Юрату юрри юхсан юрату кĕтет чĕре, чун савни çумра пулсан кам пулмасть вунçиччĕре? Артистсем юрланă юрăсем чĕресенче упранакан вĕри туйăмсене тепĕр хут вăратрĕç. Уйрăмах Хусанти культурăпа искусство университечĕн студенчĕ Ильнар Нисамов хăйĕн илемлĕ сассипе уяври çынсене шухăша путарчĕ тейĕн. Концертра çавăн пекех Тутарстан Республикинчен килсе çитнĕ юрăçсем — Урмаел тăрăхĕнчен тухнă çăлтăрсем — халăха хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç.

Ĕçпе юрă, спорт юнашар утаççĕ тенине чăннипех çирĕплетрĕç спортсменсем Сабантуйра. Уявра кире пуканĕ йăтакансем те хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Каласа хăвармалла: юлашки вăхăтра тутар-пушкăрт наци мелĕпе кĕрешесси — «Кĕреш» — вăй илсе пырать. Кăçал та ăна куракансем кăмăлласа пăхрĕç. Спортсменсем Сабантуйăн сумлă парнишĕн — такашăн — тупăшрĕç. Аслăраххисем хушшинчи хĕрÿ кĕрешÿре Марат Налиба (Шăнкăртам) така çĕнсе илчĕ. Çамрăксем те çак майпа вăй виçрĕç, вĕсенчен Ильнар Зайнуллин чи маттурри пулчĕ — ăна та така парса чысларĕç.

Кĕрлерĕ, шавларĕ Сабантуй! Çил те питĕ хытă вĕрчĕ, праçнике килнисене ачашласа саламларĕ тейĕн.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика