Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Открытие МУК"Арабосинское КДЦ"

27 мая 2009 г.

Чăваш Енре çĕнĕлĕхсем кунсерен вăй илсе пынине шутласа кайма кирлех те мар пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсене хаçатра тăтăшах çутатса тăнă. Халĕ акă Чăваш Республикин культура вăй-хăватне малалла аталантарма условисем туса парас тĕллевпе 2007 çултах палăртнă ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Указĕ пирĕн районта та вăя кĕчĕ. Ялти клубсене тĕпрен юсаса çĕнетме тытăнчĕç. Клуб учрежденийĕн паянхи тĕнче йышăннă çĕнĕ моделĕсене туса хума май панă. Çапла вара пирĕн районти Арапуç ялĕнче çĕнетнĕ базăллă клуба майăн 22-мĕшĕнче официаллă уçрĕç. Халĕ вăл «Арапуçĕнчи культурăпа кану центрĕ» ятлă. Ăна уçма район пуçлăхĕ В.Кириллов, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова килнĕ тата Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Ивановпа «Арабоси «Агрофирма» тулли мар яваплă обществăн директорĕ Г.Тимофеев хутшăннă. Хаклă хăнасене Арапуçĕнчи культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем çăкăр тăварпа кĕтсе илчĕç. Çак чаплă уяв Арапуçсемшĕн чиркÿ праçникĕпе Микули - Çветтуй Николай Чудотворец кунĕпе пĕр килчĕ. Çавна май, савăнăçлă самантпа клуба уçиччен чиркÿре кĕлĕ пулчĕ, ун хыççăн чиркÿ йĕри-тавра хĕрес йăтса утса çаврăнчĕç.

Савăнăçлă лару-тăрăва Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов уçрĕ, клуб çуртне реконструкцилеме май килнишĕн кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ, ку ĕçре пулăшнисене ял халăхĕн ячĕпе тав турĕ.

- Ялсенчи культура çурчĕсене модернизацилени халăхăн социаллă культурине ÿстерни пулнине эпир лайăх ăнланатпăр. Çĕнĕ технологисемпе усă курса культурăна кунран-кун аталантарса пымалла, - терĕ район пуçлăхĕ В.Кириллов ял халăхне çак савăнăçлă кунпа саламласа.

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова Арапуçĕнчи культурăпа кану центрĕн директорне Р.Григорьевана çĕнĕ технологисен пур йышши оборудованин тата сценăна илемлетмелли костюмсен свидетельствине пачĕ.

Савăнăçлă мероприятире пысăк концерт пулчĕ. Унта районти пур культура учрежденийĕсенчен те хутшăнчĕç.

Арапуçсен ял уявĕ малалла тăсăлчĕ: кам савăнăçлă концерт курчĕ, теприсене спорт мероприятийĕсем интереслентерчĕç, суту-илÿ точкисем умĕнче те халăх хĕвĕшрĕ, шашлăк çирĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем тутлă шÿрпе пĕçерсе хатĕрленĕ. Уява хутшăннă пур халăх та ăна кăмăлтанах çирĕ. Праçникре каçченех савăнчĕ ял халăхĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика