Чебоксарский международный кинофестиваль 2009ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КИНОФЕСТИВАЛЬ ШУПАШКАРА ЧĔНЕТ

21 мая 2009 г.

Шупашкарти Халăхсен хушшинчи кинофестиваль программине, мероприятисен йĕркине тахçанах хатĕрлесе çитернĕ, мĕнле фильмсем кăтартасси те паллă.

Фестивальпе çыхăннă ыйтусене Чăваш наци библиотекинче иртнĕ пресс-конференцире сÿтсе яврĕç. Ăна йĕркелекенсем «Кинопроцесс» журнал редакторĕ, Раççей Кинематографи искусствисен «НИКА» академийĕн членĕ, РФ Кинематографистсен союзĕн премийĕн лауреачĕ Вячеслав Шмыров киновед тата республикăри Культура программисен дирекцийĕн ертÿçи Максим Матросов пулчĕç.

Фестивальте 50 яхăн кинофильм кăтартĕç. Пурин те вĕсен пĕр тĕллев – халăхсен хушшинчи çыхăнăва тата туслăха çирĕплетесси, паянхи йывăр лару-тăрура культурăна сыхласа хăварса малалла аталантарасси. Пурĕ сакăр программа палăртнă. Вĕсен хушшинче илемлĕ тата документаллă фильмсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Куракансене тепĕр çĕнĕлĕх кĕтет. Кăçалхи фестивальте «Мосфильм» студи хăй вăхăтĕнче кăларнă ĕçсен çĕнетнĕ вариантне (ретроспектива) курма пулĕ. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Шупашкарти «Атăл» кинотеатрта С.Бондарчук режиссерăн «Война и мир» 4 сериллĕ фильмне кăтартĕç.

Фестивале тĕрлĕ çĕр-шывран, хуларан паллă режиссерсемпе актерсене кĕтетпĕр. Вĕсен шутĕнче Александр Головин, Дмитрий Харатьян, Алексей Петренко, Юрий Грымов, Дарья Мороз, Алексей Герман тата ыттисем те пулĕç. Çавăн пекех фестивальте Чăваш Енре çуралса ÿснĕ е кунта нумай çул ĕçлесе пурăннă паллă çынсен ĕçĕсемпе паллашма май пулĕ. Тĕслĕхрен, пирĕн ентешĕмĕр А.Хванăн «Дюба-Дюба» тата П.Романовăн «Последний поезд» фильмĕсене кăтартĕç.

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун пулнă май шăпăрлансем валли пысăк уяв йĕркелĕç. «Мир Луксор», Çĕнĕ Шупашкарти «Атăл» кинотеатрсенче, «Салют», Петĕр Хусанкай ячĕллĕ, Трактор тăвакансен Культура керменĕсенче кăтартакан «Бегущая по волнам», «Игра», «На мосту», «Илья Муромец и Соловей Разбойник», «Реальный папа», «Новые приключения Бабки Ежки» тата ытти фильмсем, «Ералаш», «Смешарики» кинопрограммăсем пуриншĕн те хаклă парне пулĕç.

Источник: "Тантăш"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика