Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĔРЕШŸРЕ ПАЛĂРЧĔÇ

15 апреля 2009 г.

Апрелĕн 12-мĕшĕнче Урмаел ялĕнче Чăваш Республикинчи Тутарсен наципе культура автономин призĕсене çĕнсе илессишĕн «Татарча кэрэш» республикăри турнирĕ иртнĕ. Пухăннисене ЧР Тутарсен наципе-культурин автономи председетелĕ Ф.Гибатдинов, район пуçлăхĕ Г.Волков тата ыттисем саламласа ăнăçу суннă.

Чăваш, Тутарстан Республикисенчи, Ульяновск облаçĕнчи чи ăста спортсменсем кавир çине тухнă. Кашниех çĕнтерÿшĕн кĕрешнĕ. 1991 çулчченхи кĕрешÿçĕсем 10 виçере вăй виçнĕ. Пирĕн район спортсменĕсем ăмăртура япăх мар кăтартусемпе палăрнă. Акă, 30 килограмлă виçере Р.Гимадиев иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. 35 килограмлисем хушшинче Р.Айсын (Тукай Мишер) — пĕрремĕш вырăна, А.Артемьев (Анат Тимĕрчкасси) виççĕмĕш вырăна алăран вĕçертмен. Р.Шакирзянов (Урмаел) 40 килограмлă виçере — виççĕмĕш, Р.Фасхутдинов 45 килограмлă виçере иккĕмĕш пулнă. 55 килограмлисем хушшинче И.Сафиуллин (Тукай Мишер) виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. И.Чумаров (Урмаел), И.Хуснетдинов (Тукай Мишер), И.Гайнетдинов хăйсен виçисенче виççĕмĕш пулнă. М.Шарафутдинов 75 килограмлă виçере çĕнтернĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика