Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышăнусем – Чăваш Еншĕн, тăван халăхшăн

28 марта 2009 г.

Иртнĕ ытлари кун Шупашкарта, Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче, Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ вун тăххăрмĕш сессийĕ ĕçлерĕ.

Сессин кун йĕркине 21 ыйту кĕртнĕ. Депутатсем чи малтанах тĕп ыйтăва – «Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2009 çулхи тата планпа пăхнă 2010 тата 2011 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун (сăмах май, ăна Патшалăх Канашĕн вун пиллĕкмĕш сессийĕнче çирĕплетсе юридици вăйĕ панăччĕ) проектне – сÿтсе яврĕç. Унпа килĕшÿллĕн республика бюджечĕн кăçалхи тупăш пайĕ тавăрса памалла мар тÿлевсемпе тепĕр 851 млн та 648 пин тенкĕлĕх ÿсмелле, урăхла каласан, бюджетăн тăкак пайĕ, сальдо виçин шучĕпе, шăпах çавăн чухлĕ пулмалла. Çак укçа-тенкĕрен 903 млн та 788 пинĕ республикăри кивĕ çуртсенче пурăнакан çынсем валли çĕнĕ хваттерсем тума кайĕ. Асăннă хисеп çумне республика бюджетĕнчен тата 144 млн та 100 пин, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн реформине пулăшмалли фондран – 759 млн та 688 пин, республикăра пурăнакан çынсем валли ĕç вырăнĕсем тума уйăракан хушма тÿлев шучĕпе – 13 млн та 617 пин, патшалăхăн тата муниципалитетсен пĕрлĕхĕсен шкул умĕнхи учрежденийĕсенче ачасене пăхнăшăн ашшĕ-амăшне паракан компенсаци тÿлевĕн шучĕпе – 91 млн та 960 пин тенкĕ, Чăваш Республикин Арбитраж сучĕ Чăваш Республикин Стройминĕнчен газификаци объекчĕсене тунă чухне юлнă парăмсене шыраттарса илме йышăннă суд хучĕсемпе куçакан 7 млн та 252 пин тенкĕ хушăнĕ. Кунсăр пуçне çак саккунпа шкулта вĕренекенсемпе ятарлă вăтам тата аслă шкулсен студенчĕсене хула тата хула çумĕнчи транспортпа çÿреме çул билечĕ туянма уйăракан укçа-тенке муниципалитетсен пĕрлĕхĕсемпе Чăваш Республикин бюджечĕн пурлăхне йĕркелесе тăракан тĕп тытăмсен хушшинче валеçнĕ чухне улшăнусем пулĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика