Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнисем

18 марта 2009 г.

Районти ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсем ĕçкĕçсене, сăмакун сутакансене хирĕç кĕрешмеççĕ мар. Ку енĕпе тимлеççĕ, тен, хăш-пĕр çĕрте сахалтарах ĕçлеççĕ пулинех. Урам тăрăх ÿсĕр çÿрекенсем çав-çавах курăнкалаççĕ. Кăнтăр вăхăтĕнче вĕсем сахалтарах, каç кÿлĕм «çапкаланма» пуçлаççĕ. «Килти заводсем» каçпа тулли вăй-хăватпа ĕçленĕрен паллах. Милици сотрудникĕсем эрехпе услам тăвакансене тытмаççĕ мар, айăплисене тытса акт çырса штрафлани темиçе те пулнă.

Профилактика кунĕнче райадминистрацин çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин яваплă секретарĕ А.Кучекеева ертсе пыракан ушкăн Питĕркасси ял тăрăхĕнче пулчĕ, унăн пуçлăхĕ А.Т. Дмитриев ертсе пынипе, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесем, ĕçкĕпе аташакансем патне çитсе курчĕ, ăнлантару ĕçĕсем ирттерчĕ. Сăмах май, асăннă ял тăрăхĕнче 3 çемьене йывăррисен шутне кĕртнĕ. Сăлтавĕ – ашшĕ-амăшĕ ачисене тивĕçлĕ воспитани параймаççĕ, ниçта ĕçлемесĕр эрех сыпса çÿреççĕ. «Çутă пуçлипе» туслăран хăш-пĕр çемьесенче харкашусем пулнă, «паттăрсем» пирки уголовнăй ĕç пуçарнă. Çавăн пек çемьесене те çитсе курчĕ ушкăн.

Чи малтанах Кÿпешри В.Казачук çемйине çитнине асăнмалла. Вĕсен аслă ывăлĕ, 11 класс ачи, шкула çÿремест. Çакă педагогсене хытах шухăшлаттарать – ачан кăçал ППЭ тытмалла-çке. Ашшĕ-амăшне çакăн пирки асăрхаттарнă, комисси ларăвне çÿременрен административлă явап тыттарнă. Çул çитмен ачан йĕркесĕрлĕхĕшĕн аслисен-çке явап тытмалла.

Çак ялти С.Михопарова та ĕçкĕпе аташнăран ял тăрăхĕнче учетра тăрать. Комисси пынă чухне кил хуçи хĕрарăмĕ тăр урахчĕ.

Питĕркассинчи С.Салайкинпа С.Судакова та эрех сыпнăран учета илнĕ. Вăй питти арçынсем хăйсен преступленилле хăтланăвĕсем эрехе пула пулнине çирĕплетрĕç. Хаяр шĕвек-çке çынна ăсран кăларать. Халĕ вĕсен саккун умĕнче явап тытма тивет.

Профилактика кунĕнче Питĕркассинчи Судаковсен, Гавриловсенпе Даниловсен çемйисем пирки те сăмах хускатрĕç. Акă, Гавриловсен Олег ятлă ывăлĕ (5 класс) шкулта вĕренесшĕн мар иккен, уроксене час-часах сиктерет, тарса çÿреме хăнăхнă. Пĕлтĕр арçын ача хăрушă преступлени тунă. Ача шкула йĕркеллĕ çÿренĕ пулсан нимĕнле инкек те пулмĕччĕ-и, тен.

Н.В.Данилован та 4 ача ÿсет. Хĕрарăм тÿрĕ çул çинчен пăрăннă. Çавăнпа çак çемьене асăрхаса-сăнаса тăраççĕ. Халĕ вăл хăй йăнăшне ăнланни сисĕнет.

Судаковсен ашшĕпе амăшĕ 2 хĕрне пăрахса аякри облаçе тухса кайнă иккен. Хĕрсем, кĕçĕнни 10 класра вĕренет, кукамăшĕпе пурăнаççĕ. Аслисем чун тĕпренчĕкĕсем пирки шутламаççĕ пулас. А.Кучекеева каланă тăрăх, ашшĕ-амăшĕ пирки, ачисене воспитани парас тĕлĕшпе ĕçлеменнипе, кирлĕ документсем те хатĕрленĕ.

Куратпăр ĕнтĕ, ялсенчи хăш-пĕр çемьесенчи лару-тăру савăнтармасть.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика