Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем - халăхшăн

12 марта 2009 г.

Çĕнĕлĕхсем - халăхшăн

11.03.2009

Пенси тата социаллă тÿлевпе çыхăннă саккунсенче çĕнĕлĕхсем кăçал сахал мар. Вĕсем çинчен пирĕн корреспондент А.ХОВАНСКИЙ РФ Пенси фончĕн пирĕн районти управленийĕн пуçлăхĕнчен Г.УСКОВРАН ăнлантарса пама ыйтнă.

- Георгий Васильевич, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа граждансем çăмăллăх вырăнне укçан илме пуçларĕç. Ку енĕпе мĕн калама пултаратăр?

- Граждансенчен чылайăшĕ, укçа эквиваленчĕ çине куçарсан, малтанхинчен ытларах та илет.

Социаллă çăмăллăхлă çÿрев билетне унччен 250 тенкĕпе сутнă пулсан, халĕ ăна пăрахăçланă. Ун вырăнне çăмăллăхçăсем уйăхсерен 345 тенкĕ илсе тăма тытăнчĕç. Çапла вара кашни çÿреве хăйсем саплаштарма тытăнчĕç. Социаллă хÿтлĕх мерисемпе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен укçа сахал мар уйăрнă. Укçа тÿлевĕн виçи палăрмаллах ÿснĕ: тыл ĕçченĕсем халĕ - 700, ĕç ветеранĕсем 710 тенкĕ илеççĕ. Унсăр пуçне ĕç ветеранĕсене тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене çыхăну пулăшăвĕшĕн (телефон, радио, коллективлă антенна) тÿленин 50 процентне укçан компенсацилеççĕ.

- Вилнĕ çынна пытарма патшалăх паракан укçа виçи те ÿснĕ теççĕ?

- Ку чăнахах та çапла. Раççей Федерацин 2008 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче «Виле пытарасси тата пытару ĕçĕ çинчен» саккунĕн 9 тата 10 статйисене улшăну кĕртесси çинчен» 238-мĕш номерлĕ саккунĕ тăрăх виле пытарма уйăракан социаллă пособи виçине 4000 тенке çитернĕ (унччен 1000 тенкĕ пулнă).

Вилнĕ пенсионера пытарассине хăй çине илнĕ граждансене - Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн управленине пособи тÿлеме 2009 çулхи январьте заявлени панисене ăна пенсионер вилнĕ кунне пăхмасăр пысăклатнă виçепе тÿлеççĕ. Пĕртен - пĕр услови - çын вилнĕренпе ултă уйăх иртиччен ыйтса çырни.

Пенси реформинче улшăнусем пулсах тăраççĕ. Кăçал ăна миçе хутчен ÿстерме палăртнă?

- Февралĕн 7-мĕшĕнче Раççей Правительствин председателĕ В.Путин тата Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Т.Голикова ирттернĕ тĕл пулура 2009 çулта пенси малтан планланă пек 3 хутчен мар, 4 хутчен ÿсме пултарасси çинчен те сăмах пынă.

Йышăннă саккунсенче çырнă нормативсемпе килĕшÿллĕн кăçал ĕç пенсийĕн тĕп пайне мартăн 1-мĕшĕнче тата декабрĕн 1-мĕшĕнче пысăклатма палăртнă. Унсăр пуçне апрелĕн 1-мĕшĕнчен ĕç пенсийĕн страхлав пайĕ те 15 процент пысăкланмалла.

Правительство председателĕ мартăн 1-мĕшĕнчен ĕç пенсийĕн тĕп пайĕ 8,7 процент ÿсмелли, кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисен вăтам виçи пенсионерăн пурăнмалăх минимумĕпе танлашмалли çинчен астутарнă.

- Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен пенсин тĕп пайне 26,5 процент ÿстерме пăхнăччĕ. Анчах çакна та лайăх ăнланатпăр: кăçал бюджетра пăхса хăварнă инфляци шайĕ чăннипе пысăкрах пулма пултарать. Эппин, пенсин тĕп пайне пирĕн 26,5 процент мар, ытларах ÿстерме тивет, - терĕ Владимир Владимирович.

- Халĕ çак ыйтăва тепĕр хут тишкерсе тĕрĕсленипе пĕрлех эпир хăш-пĕр шутлав та ирттеретпĕр. Эпĕ пенсин тĕп пайĕ 30 процент таран хăпарма пултарассине те шанатăп. Çакна та каласа хăваратăп: инфляци шайĕ планпа пăхнинчен иртсен, пирĕн пенсин страхлав пайне ÿстересси патне тепре таврăнма, 2009 çулхи августăн 1-мĕшĕнчен ăна тепĕр хут хăпартма тивет, - хăйĕн шухăшĕпе паллаштарнă Татьяна Голикова.

Ĕç пенсийĕшĕн тĕп пайĕсĕр пуçне унăн страхлав пайĕ çинчен те калаçу пынă. Вăл апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 15,2 процент вырăнне 17,5 процент хăпарма пултарать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика