Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырăлăха вĕрентмелле

11 марта 2009 г.

Нумай пулмасть Питĕркассинчи вăтам шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче виçĕ ыйту пулчĕ: патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ, иккĕмĕш чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕсем, ачасене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани парасси.

Шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ М.Ю.Вазина кăçалхи патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене хатĕрленесси тата иккĕмĕш чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, ашшĕ-амăшĕсене ачасен вĕренĕвĕпе интересленсе тăма чĕнсе каларĕ.

Юлашкинчен пуçламăш классене вĕрентекен А.А.Куропаткина "Ачасен курайманлăхĕ" ятпа доклад турĕ, ачасене сиенлĕ хăнăхусенчен упрамалли сĕнÿсем пачĕ. Çак ыйтупа ытти класс ертÿçисем те тăрса калаçрĕç, ачасене ашшĕ-амăшĕсен ырă тĕслĕх кăтартса пымаллине, ĕçе хăнăхтарса ÿстермеллине палăртрĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика