Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт уявĕн çĕнтерÿçисем

14 февраля 2009 г.

Февралĕн 11-мĕшĕнче районти спорт шкулĕнче воин-интернационалистсене халалланă, çарпа патриотизм тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ ячĕпе ăмăртусем иртнĕ. Спорт уявне уçнă çĕре район пуçлăхĕ А.Криков та хутшăннă.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем спортăн тĕрлĕ енĕпе кĕрешсе вăй виçнĕ. Кире пуканĕ йăтассипе Е.Сорокина (Хĕрлĕ Чутай) тата Ю.Бронюков çĕнтернĕ. Шахматистсен турнирĕнче Н.Сергеев (Мăн Этмен) палăрнă. Шашистсен кĕрешĕвĕнче Л.Ермолаевапа (Хĕрлĕ Чутай) Л.Еремеев (Тралькасси) пултаруллăрах пулнă. Дартс енĕпе З.Прокопьевапа (Штанаш) В.Дадюков (Хĕрлĕ Чутай) чи нумай очко пухнă. Сĕтел çинчи теннисра В.Чучакова (Штанаш) тата В.Герасимов (Питĕркасси) чи вăйлисем пулнă. Пневматикăлла винтовкăран перессипе Л.Михуткинапа В.Дадюков çĕнтернĕ. Волейболла выляссипе Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн спортсменĕсем пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Спорт çемйисен тупăшăвĕнче Штанашри Сатлайкинсем хастартарах пулнă.

Команда зачетĕнче чи нумай очко пухса малти вырăна хĕрлĕчутайсем тухнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика