Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ

07 февраля 2009 г.

"Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçекенсем çулран-çул йышлансах пыраççĕ.

Февраль уйăхĕн иккĕмĕш кунĕнчи Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 27-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районтан "Ĕç ветеранĕ" ята виççĕн тивĕçме пултарчĕç. Вĕсем: Атнар ялĕнче пурăнакан Николай Владимирович Кагайкин, Хĕрлĕ Чутай салинчи Валентина Михайловна Кошатникова, Хурапырти Валентина Корниловна Хорчкова. Палăртма кăмăллă, асăннă çынсем хăй вăхăтĕнче ĕçре тăрăшулăх кăтартнăшăн чылай ăшă сăмахсемпе парнесене тивĕçнĕ. Н.Кагайкин 1986 çулта "Ĕçри хастарлăхшăн" медале, В.Кошатникова 1990 çулта "Пилĕк çулăх ударникĕ" паллăна, В.Хорчкова 1976 çулта «Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи» ята тивĕç пулнă.

"Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ ятпа вĕсене саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика