Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуян чун-чĕреллĕ

28 января 2009 г.

Хурапыр клубĕн администраторĕ Геннадий Судаков Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ.

Вăтам пÿллĕ, хура çÿçлĕ çамрăк вăл. Питĕркасси ялĕнче çуралнă, унтах пурăнать. Кĕçĕнни пулнă май, тĕп килтех тымар янă. Мăшăрĕ те, Света, ял пурнăçне юратать. Вăл Питĕркасси шкулĕнче ĕçлет. Вĕсен пĕр хĕр пĕрчи – Ксюша çитĕнет. «Лайăх çемье, килĕштерсе пурăнаççĕ. Çавăнпа ĕçĕ те ăнса пырать Судаковсен», – тет ял-йыш.

...Геннадий шкул пĕтерсен Шупашкарти çыхăну техникумне вĕренме кĕнĕ. Электромеханик дипломĕпе килсе çитнĕ вăл Хĕрлĕ Чутайри линипе техника цехне. Виçĕ çул тăрăшнă унта. Теориллĕ пĕлĕве практикăпа тачă çыхăнтарса ĕç опытне ÿстерсе пынă. Шел, штатсене кĕскетнине пула унăн ĕçрен тухма тивнĕ. Вăл районти Культура çуртĕнче электрик кирлине пĕлсен унта çул тытнă. Çапла вара çак специалноçпе икĕ çул тăрăшнă.

Культура ĕçченĕсемпе çывăх пулни, ку ĕçе ăнкарма пуçлани илсе çитернĕ те ăна Хурапыр клубне. Халĕ Геннадий культура ĕçĕ çăмăл маррине, анчах та халăха кирлине лайăх ăнланса çитнĕ. Ăна ку енĕпе Питĕркасси ял тăрăхĕн депутачĕ Николай Быков нумай пулăшса пырать. Вĕсем иккĕшĕ алла-аллăн тытăнса ĕçлеççĕ. Акă, кăçал Хурапырта Çĕнĕ çул уявĕ çÿллĕ шайра иртнине ялта пурăнакансем тахçанччен асра тытĕç. Хĕл Мучи пулса чылай ĕç ветеранĕсем патне кĕрсе тухнă Г.Судаковпа унăн аслă юлташĕ. Ватă çынсене пĕчĕк парнесемпе савăнтарнă, ырлăх-сывлăх суннă.

– Гурий Федорович Артемьева аслă ăру çыннисем лайăх пĕлеççĕ, – каласа пачĕ Геннадий. – Вăл ĕмĕрĕ тăршшĕпех районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче ĕçленĕ. Тракторсем юсакан цех начальникĕ пулнă. Кил-йышĕпе Хурапыр ялĕнче пурăнать. 80 çул тултарнине паллă тунă кунхине Хĕл Мучи ун патне çитнĕ. Саламланă, нумай çул пурăнма вăй-хал суннă. Çакăн пек чухне ватă çыннăн чунĕ епле савăнмĕ-ха;

Каçхине клуба çамрăксемпе пĕрлех ваттисем те чылаййăн пухăннă. Юрласа-ташласа савăннă. Хĕл Мучипе Юр пике нумайăшне парнесемпе чысланă. Геннадий Судаков, клуб администраторĕ пулнă май, çакăн пек мероприятисен уссине чун-чĕрипе туять. Тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ хыççăн, ылтăн кĕр хăйĕн ырлăх-пурлăхĕпе савăнтарнă кунсенче, клубра «Кĕрхи бал» иртнĕ. Çак уява та халăх йышлă пухăннă. Урăхла епле пултăр-ха; Хурапыр ялĕ ватăлсах пырать. Çамрăксем кунта тытăнса тăрасшăнах мар. Ватăраххисем вара выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, çĕр ĕçĕнче тăрăшаççĕ. Пушă вăхăт тупăнсан вĕсен те йышпа канса илес килет-çке. Сăмах май, çуллен тенĕ пекех ял уявне ирттереççĕ. Унта халĕ ялта пурăнакансем çеç мар, аякра тымар янă çынсем те килсе кураççĕ. Питĕркасси ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем чылайăшне парнесемпе чыслани кăмăла çĕклет.

Геннадий Судаков Питĕркассинчи Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ "Хăмăш" ансамбль ĕçне те активлă хутшăнать. Ку ушкăн районта кăна мар, республикăра та хăйĕн юрри-ташшипе палăрнă. Ăна Н.Быков ертсе пырать. Ун йышĕнче ытларах ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе культура ĕçченĕсем.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Дмитриев культура ĕçченĕсем валли ĕç тупсах тăрать. Акă, 2010 çулта халăх çыравĕ иртмелле. Çавна май, ялсен кашни урамне вывескăсем çакма палăртнă. Çак ĕçе пурнăçлама Анатолий Тимофеевич Г.Судаковпа Н.Быкова хушнă. Вĕсем вара аслисем каланине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама хăнăхнă. Çак ĕçе Питĕркассинче вĕçленĕ ĕнтĕ. Кĕçех Хурапырта та урамсен ячĕсене кăтартнă вывескăсене çакса тухас ĕç пĕтет.

Г.Судаков йывăç-курăк тусĕ те. Вăл ял тăрăхĕн администрацийĕ пуçарнă йывăç лартмалли уйăхлăха иртнĕ çул хастар хутшăннă. Вăрмана кайса çамрăк хунавсем темиçе хут та кăларса килнĕ.

– Пирĕн анкарти хыçĕнче çырма пур, – терĕ Геннадий. – Çав пушă вырăна эпĕ çамрăк хунавсем лартса чĕртрĕм. Халĕ вĕсем мĕнле ÿссе аталаннине асăрхасах тăратăп.

Г.Судаковпа калаçма çăмăл. Вăл хăй мĕн тума хутшăнни, малашнехи ĕмĕт-шухăшĕ çинчен хаваспах пĕлтерет. Чăннипех те Президент стипендине илме тивĕçлĕ çамрăк, шухăшларăм унран уйрăлнă май.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика