Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăх ÿсĕмĕ ертÿçĕрен килет

02 декабря 2008 г.

Райадминистрацинче тăрăшакансем ирех, ĕçлĕ ушкăнсем çине пайланса, хуçалăхсенчи фермăсене тухса кайрĕç. Тĕп тĕллев – фермăсенчи лару-тăрупа паллашасси, дояркăсемпе тата пăру пăхакансемпе тĕл пулса вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлесси, кăсăклантаракан ыйтусене сÿтсе явасси.

Хĕл кунĕсем çитнĕ май, ферма ĕçченĕсем обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас, унран продукци ытларах илес тĕллевпе тăрăшаççĕ. Анчах та хăш-пĕр хуçалăхсенчи лару-тăру савăнтарсах каймасть: витесене хĕле хатĕрлесе çитереймен, выльăхсене тулли рационпа тăрантараймаççĕ. Çакăн пек çитменлĕхсене тупса палăртрĕç те ĕнтĕ ĕçлĕ ушкăнсем фермăсенче пулнă май. Çав хушăрах çĕнĕ технологипе ĕçлесе пыракан фермăсен кăтартăвĕсем çултан-çул ÿссе пынине, дояркăсемпе самăртма хупнă выльăхсене пăхакансем, ытти специалистсем шанса панă ĕçе тулли кăмăлпа пурнăçланине курса савăнчĕç. Çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе пыни-çке ÿсĕм тума пулăшать.

Акă, район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева «Авангард» хуçалăхра пулса унти ĕçченсемпе калаçнă. Татьяна Николаевна Утаркассипе Пухтанкасси фермисенче тăрăшакансем выльăх-чĕрлĕх витисене хĕллехи тапхăра аван хатĕрленине, кашни хăй ĕç вырăнĕнче тăрăшнине, ферма ĕçченĕсем шалу вăхăтра илсе тăнине палăртрĕ. Апла пулсан «Авангард» хуçалăх майĕпен ырă улшăнусем тăвать.

«Путь Ильича» колхозра район пуçлăхĕн çумĕ И.Л.Хораськин ертсе пыракан ушкăн пулнă. Иван Лаврентьевич пĕлтернĕ тăрăх, «Путь Ильича» колхозри лару-тăру паян савăнтарсах каймасть. Кунта кашни ĕне куллен 2 килограмм ытларах сĕт антарать. Механизаторсемпе дояркăсем, пăру пăхакансем те ĕçшĕн тÿлеменни пирки пăшăрханса калаççĕ. Çавăнпа кунта ĕç кăтартăвĕ те çук. Сăвăнакан ĕнесене паянхи кун та сенаж парассине йĕркелемен, выльăхсем улăмпа тăраççĕ, фуражĕ те ятлăх çеç вăрăнать иккен. Производство ĕçне хутшăнакансем те сахаллăн.

Ачкассинчи фермăра лару-тăру лайăхрах темелле. Ферма заведующийĕ В.Гвоздев ĕçе пĕлсе йĕркелесе пырать: ĕнесем ăшă витере, апат рационĕ лайăх. Кунти сăвăм пĕлтĕрхинчен 400 грамм ÿснĕ. Калкассинчи самăртма хупнă выльăхсем патĕнче те йĕрке туса çитернине палăртмалла.

Райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ А.В. Башкиров ертсе пыракан ушкăн Штанашри, Вырăсушкăнчи фермăсене çитнĕ. Палăртмалла, Штанашри ĕне ферминче ĕçе çĕнĕ технологипе йĕркеленĕ. Çавăнпа кăçал вĕсен кăтартăвĕсем те лайăхланнă. Анчах Вырăсушкăнче йĕркесĕрлĕх хуçаланнине асăнчĕç. Фермăра 70-80 пуç ĕне выльăх. Вĕсене хĕл каçарма çителĕклĕ апат хатĕрлемен. Унта тăрăшакансем ĕç укçине пĕлтĕртенпе те алла тытса курманни пирки пăшăрханса калаçнă. Пĕтĕмĕшле илсен, «Штанашский» хуçалăхра кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать: техникăпа ĕçлекенсем çук, дояркăсем те ĕçпе кăмăллă мар, мĕншĕн тесен тÿлемеççĕ. Кунта тăрăшакансене тырăпа та хавхалантарман. Ăратлăхпа ĕçлеменрен сăвăнакан ĕнесен йышĕ вĕтелсе кайнă. Çавăнпах хуçалăх выльăх-чĕрлĕхрен продукци илес плана пурнăçлаймасть.

Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Ф.Коробков ушкăнĕ «Аккозинский», «Победа» хуçалăхсенче пулнă. Николай Федорович кунти хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшулăхне палăртрĕ, витесене хĕле хатĕрлессипе япăх мар ĕçленине каларĕ пĕчĕк кăлтăксене вăхăтра пĕтермелли пирки асăнчĕ. Хуçалăх ертÿçисем ферма территорине пырса çÿресен, ĕç коллективĕсемпе тăтăшах тĕл пулсан, ĕçшĕн вăхăтра тÿлесе пырсан тата утă-улăмпа, тырăпа хавхалантарсан, асăннă хуçалăхсем ÿсĕм çулĕ çине тăма пултарнине пĕлтерчĕ. Ку сăмахсем уйрăмах «Победа» ЯХПК ертÿçине П.Г.Любимова пырса тивеççĕ. Ферма ĕçченĕсем ертÿçĕ ферма территорине сахалрах пырса çÿрени пирки ÿпкелешнĕ.

Районти финанс уйрăмĕн начальникĕ О.В. Музякова, районти ветстанци специалисчĕ Р.Д.Руль, район администрацийĕн гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăрусен пайĕн начальникĕ В.Н.Романов ертсе пыракан ушкăнсем «Свобода», «Нива», «Коминтерн» хуçалăхсенче, В.Никитин фермер хуçалăхĕнче пулса витесем аван пулнипе, фермăсенчи çĕнĕ оборудованисем юсавлă та пĕр тикĕссĕн ĕçленипе паллашнă. Асăннă хуçалăхсенче тăрăшакансем выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хунă, ĕнесене сĕтеклĕ апатпа тăрантараççĕ. Вĕсенче сăвăм район вăтам кăтартăвĕнчен чылай пысăкрах. Акă, Анат Çĕрпÿкасси ялĕнчи доярксем талăкра кашни ĕнерен 10 килограмм сĕт суса илеççĕ. Сăвăмпа вĕсем – чи малтисем. Ферма ĕçченĕсен уйăхри шалăвĕ 6-7 пин тенкĕпе танлашнă. Механизаторсем кăшт сахалрах ĕçлесе илнĕ. Асăнса хăвармалла, «Свободăра» та техникăпа ĕçлекенсем çитмеççĕ.

Карăкçырминчи ферма ĕçченĕсем те ĕç условийĕсемпе кăмăллă. Ĕçшĕн вăхăтра татăлаççĕ. Çакă чи кирли те ĕнтĕ ял çыннисемшĕн.

«Коминтерн» ЯХПКри ферма объекчĕсем пирки ыррине çеç каламалла. Кунта выльăх витисене пĕтĕмпех реконструкциленĕ, ĕçе çĕнĕ технологипе йĕркеленĕ. Сĕт, аш-какай туса илессипе атнарсем пуринчен те ирттереççĕ. Фермăсенче ăста специалистсем вăй хураççĕ. Кунта пĕтĕм ĕçе механизациленĕ. Ĕçшĕн вăхăтра хавхалантарса пыраççĕ.

Çапла, хуçалăх тĕрекĕ ертÿçĕрен нумай килет. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ĕçлеме тытăннăранпа ăслăрах, мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕсем çăмăллăхлă кредит илсе ферма çурчĕсене çĕнетрĕç, çавна май ял хуçалăх продукчĕсене туса илессине ÿстерчĕç, машина-трактор паркне çĕнетрĕç. Шиклисем паянхи кун та 20-30 çул каяллахи оборудованипе, техникăпа ĕçлеççĕ. Анчах «кивви» каяллах туртать çав. Çакна манас марччĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика