Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăра хисеплеме вĕренесчĕ

18 октября 2008 г.

Юлашки çулсенче район цент-рĕнче, ялсене тирпей-илем, хăтлăх кỹрессипе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Хальхи вăхăтра çак ыйтăва пирĕн районта анчах мар, республика шайĕнчех çивĕч çĕкленĕ. Ку вăл çапла пулмалла та. Шел пулин те, çынсем пурте пĕр мар, хальлĕхе вĕсенчен нумайăшĕ çакна ăнланмаççĕ тейĕн. Çитменлĕхсенчен, унччен асăрхаман йăнăшсенчен ушкăнпа кар тăрса хăтăлмалла чухне, пачах тепĕр майлă, лару-тăрăва хамăр йывăрлататпăр мар-и? Ял çынни, паллах, хăйĕн килти хушма хуçалăхĕнче вăйĕ çитнĕ таран выльăх-чĕрлĕх усрама тăрăшатех. Анчах вĕсенчен хăш-пĕри сурăх-качакисене кĕтĕве хăваламанни, çавна май выльăх-чĕрлĕх обществăлла вырăнсенче çитĕнекен йывăç-тĕмсене кăшланине çуллахи вăхăтра час-часах курма тỹр килет. Тỹскел ялĕ пирки уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Яваплăх çинчен ăнланман çакăн пек йĕркесĕр ял Елчĕк ял тăрăхĕнче урăх çук тенĕ пулăттăм. Хальхи вăхăтра кунта ял кĕтĕвне черетпе тухаççĕ. Кĕтỹ черетне тухма ỹркенекен хăш-пĕр çемье-сем качаки-сурăхĕсене çынпа пĕрле хăваламаççĕ. Расна кăкарсан, хăйсем сыхласан юрĕччĕ, сăмах та хушассăмăр çук. Çук, кĕтỹ хыççăнах вĕсене хапха уçса урама кăларса яраççĕ те, çакăнпа ĕç вĕçленет хуçисен. Кун каçа сурăх-качака таçта та çитме ĕлкĕрет, пахчасенче çитĕнекен пуянлăха сăтăр тăвать, урамри йывăç-тĕме кăшлать. Тỹскелĕнче килĕрен çỹресе çакăн пирки ăнлантарнă пулин те улшăну çук, çав-çавах качака-сурăхсем урам тăрăх çапкаланса çỹреççĕ. Уйрăммăн палăртас пулсан, Н.П.Чернов, С.А.Нягин, П.Д.Иванов, Н.А.Шашков, Л.М.Захарова, В.Н.Федоров т. ыт. те хуçалăхĕсем хăйсен качаки-сурăхĕсене кĕтĕве хăваламаççĕ. Юбилей урамĕнче аллея-парк чĕртесшĕн. Унта çăка, хурăн, пилеш йывăçĕсем лартса хăварнă. Тỹскелсен кунĕ-кунĕпе урам тăрăх çапкаланса çỹрекен сурăх-качакисем, хур-кăвакалĕсем унта та çитеççĕ. Енчен те çакна тепĕр хут асăрхатпăр пулсан, выльăх-чĕрлĕх хуçисене тивĕçлипе явап тыттарма тиветех. Пĕр йывăçа кăшланăшăн 2 пин тенкĕрен кая мар штраф пулать. Район центрĕнче те, шел пулин те çакăн пек тĕслĕхсемпе тĕл пулма тỹр килет. Чылайăшĕ выльăхсене кĕтỹрен кĕтсе илмест. Çавна май кĕтỹ кĕрсен те Елчĕксен сурăх-качакисем урам тăрăх çапкаланса çỹреççĕ. Октябрь урамĕнче пурăнакан И.Морозов, Беляев урамĕнчи Барановсен, Михайловсен, Николаевсен, Первомайски урамĕнчи Васильевсен выльăхĕсем çĕрле те урамра, хуçисем вĕсене шырамаççĕ те. Первомайски урамĕнчи К.Волков, Гаврушовсем качакисене кĕтĕве ямаççĕ. Заводская урамри Павловсем качакине юри тенĕ пек йывăçсем хушшине кăкарса хунă. Çакăн пирки асăрхаттарсан кил хуçи каçару ыйтас вырăнне тĕнчере çук сăмахсемпе ятлаçрĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика