Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ

02 сентября 2008 г.

Пĕлÿ кунĕнче çанталăк савăнтармарĕ кăçал. Вĕтĕ çумăр ирех çума пуçларĕ. Апла пулин те шкула кайма хатĕрленекенсен çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмне хуçаймарĕ вăл.
Енĕш Нăрвашри пĕ-тĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул татах илемленнĕ, çĕнелнĕ. Спортзала тĕплĕн юсанă.
Пĕлÿ кунĕн программине, сăвă каласа, шкулта вĕренекенсем – М.Лукинапа Л.Станюкова пуçларĕç. Унтан вĕренÿ отличникĕсем Чăваш Республикин ялавне çĕклерĕç. Г.Степанова вĕрентекен шкул директорне О.Ярмулина сăмах пачĕ кĕçех. “Хаклă ачасем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, сире пурне те Пĕлÿ кунĕпе ăшшăн саламлатăп. Умра – вĕренмелли, вăй хумалли, малалла ăнтăлмалли тапхăр. Çĕнни, интересли нумай пулĕ. Тăрăшăр, лайăх вĕренĕр, ялăн паллă çыннисем пулма ăнтăлăр”, – терĕ Олег Витальевич. Çавăн пекех вăл тĕрлĕ конкурссене хутшăнса мала тухнă вĕренекенсене тата Н.Майраслова учительницăна дипломсемпе свидетельство пачĕ.
Район пуçлăхĕ Н.Иванов кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулне енĕшнăрвашсемпе кĕтсе илме кăмăл тунă. “Пĕтĕм пурнăç пĕлÿрен, ăна паракан шкултан, пĕр-ремĕш вĕрентекенрен пуçланать. Пĕлÿ обществăпа çын пурнăçĕнче питĕ кирлĕ. Ку вăл хутла вĕренни кăна мар, вăл ĕçри ăсталăх, пысăк культура, çынлăх, анлă тавракурăм, ыркăмăлăх, çынпа хутшăнма пĕлни. Сирĕнтен те чылай килет район экономикин тĕрекĕ. Çавăнпа ачасене – пысăк тăрăшулăх, вĕрентекенсене яваплăха кашни кун туйса вăй хума сунатăп. Чи лайăххи, чи ырри кăна пултăр сирĕн. Район администрацийĕ, Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров вĕренмелли-ĕçлемелли условисене çулсерен лайăхлатсах пырассишĕн чылай ĕçлеççĕ. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче аван пулăмсем татах нумай пулччăр. Пĕлÿ кунĕпе сире, пурне те! Пĕрремĕш классене те ăнăçу сунатăп”, – терĕ Николай Ильич. Шкула парнесем пачĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Валерий Николаевич Ивановăн ăшă саламне ачасем патне “Акконд-агро фирма” обществăн генеральнăй директорĕ Вячеслав Павлович Иванов çитерчĕ. Вăл та парнесĕр килмен хăнана. Ун хыççăн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн представителĕ И.Семеновапа Енĕш Нăрваш ял поселенийĕн пуçлăхĕ Р.Кузьмина тухса калаçрĕç. “Красная Чувашия” ЯХПК ертÿçи В.Данилов коллективри ĕçпе кĕскен паллаштарчĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче тăрăшуллă пулнă вĕренекенсене – И.Николаева, С.Герасимована, Д.Григорьева, А.Павлована, А.Ефимова, А.Яковлевана, Д.Сергеева, В.Скороходова укçан преми пачĕ. Çавăн пекех Вячеслав Васильевич шкулăн тăван хуçалăх валли трактористсем хатĕрлеме лицензи илмелли ыйтăва хускатрĕ.
Пухăннисем ялти музей директорĕн В.Петровăн, шкул директорĕн çумĕн Л.Данилован ăшă сăмахĕсемпе те кăмăллă юлчĕç. Унтан вунпĕрмĕшсем пуçласа парта хушшине ларакансене ырă сунчĕç. А.Лазарева учительницăпа пĕрле пĕрремĕшсем шкулта лайăх вĕренме тупа турĕç.
Юлашкинчен пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Ăна Э.Яковлевпа (11 кл.) Е. Ахметова (1 кл.) пачĕç. Чи кĕçĕннисемпе аслисем, алла-аллăн тытăнса, урока васкарĕç çакăн хыççăн.
Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта кăçал пурĕ 184 ача парта хушшине ларчĕ, вĕсенчен 11-шĕ пуçласа пĕлÿ тĕнчипе утма пуçлаççĕ. Енĕшнăрвашсем педагогика ĕçĕнче тăтăшах палăраççĕ, Раççей Президенчĕн Грантне илессишĕн пыракан конкурса та хутшăннă. Ытти ăмăртусенче те япăх мар тупăшаççĕ. Вĕренсе тухнă 13 хĕрпе каччăран саккăрăшĕ аслă шкулсенче малалла пĕлÿ илĕç. Ырă ĕçĕсен списокне малалла татах тăсма пулать. Пĕлÿ тĕнчинче ырă çул сире, пурне те!

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика