Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă суннинчен пуçланчĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕ

02 сентября 2008 г.

Мучарти вăтам шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулĕ линейкăран пуçланчĕ. Кашни класс шкулти дружина совечĕн командирне Евгения Зубована хăйсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрри çинчен рапортларĕ. Дружина совечĕн командирĕ çакăн çинчен шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне Н.Г.Ахтимирована, вăл шкул директорне В.И.Смирнована пĕлтерчĕ. Венера Ивановна пурне те Пĕлÿ кунĕпе саламларĕ, сăмах каларĕ. Вăл шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле кĕтсе илнипе паллаштарчĕ, кашни вĕренекенĕн патриот пулса ÿсмелли, Тăван çĕршыва юратмалли çинчен чарăнса тăчĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулне лайăх паллăсемпе вĕçленĕ ачасене грамотăсем парса чысларĕ, пурне те вĕренÿре тата пурнăçра ăнăçусем сунчĕ.
Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем районтан та дипломсемпе грамотăсене тивĕçнĕ. “Чи лайăх сайт” конкурса хутшăнса çĕнтернĕшĕн 10-мĕш класс тата районта виççĕмĕш вырăн йышăннă Елена Муханова вĕренекен дипломсем илме тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕрентекенсенчен Вл.Вс.Моисеевпа А.И.Белова район грамотисене тата Л.Н. Арапована республикăри вĕрентÿ министерствин грамотине парса чысларĕç.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа тата Пĕлÿ кунĕпе шкул коллективне райадминистрацин экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕ управленийĕн начальникĕ В.А.Ванерке, “Диагностикăпа консультаци центрĕ” МОУ директорĕ В.И. Белова, милицин участокри уполномоченнăйĕ А.М.Шарапов аслă лейтенант, Мучарти ял поселенийĕн пуçлăхĕ О.П.Шакшина, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем Анна Ивановнапа Борис Васильевич Мурзинсем, З.И.Бахмутова, Мучар чиркĕвĕн пачăшки Владимир атте тата ачасен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Н.Г.Косова сăмах илсе çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕç, лайăх вĕренме ăнăçусем, ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Вунпĕрмĕш класра вĕренекенсем кăçал пуçласа пĕрремĕш класа пынисене парнесем пачĕç. Пĕрремĕш классем сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç. Пурĕ вуннăн вĕсем кăçал. Вĕсене С.И.Жаркова вĕрентет. Юлашкинчен аслă класрисем кĕçĕннисене çавăтса класа илсе кĕчĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика