Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хĕрлĕ автан» алхасать

30 августа 2008 г.

Августăн 26-мĕшĕнче Хăмаркка ялĕнчи Мелания Порфирьева хуçалăхĕнче тăр-кăнтăрлах пушар тухнă.

Çакăн пирки Хĕрлĕ Чутайри пушар хурал чаçне 10 сехет те 30 минутра хыпар çитрĕ. Вут-çулăма икĕ автоцистернăпа 12 сехет те 30 минут тĕлне сÿнтерсе пĕтертĕмĕр. Пушара сарăлса кайма памарăмăр, пурăнмалли пĕр çурта тата икĕ сарая сыхласа хăварма май килчĕ.

Çапах та 4 х 14 метр пысăкăш сарай тата унти утă çунса кĕлленчĕ. Сиенĕ 25 пин тенкĕпе танлашать. “Хĕрлĕ автан” алхаснин сăлтавĕ – кил хуçи Михаил Порфирьев электропроводкăна асăрхаса тăманнинче. Кĕске замыкани пулнипе тухнă та пушар.

Вут-çулăм хăй хыççăн нимĕн те хăвармасть. Пушар хăрушлăхĕ пулсанах “01” е 2-11-01 телефонпа шăнкăравламалла. Кунпа пĕрлех “Билайн”, “МТС”, “Смартс” операторĕсем урлă “010”, “112”, “Мегафонпа” “010101”, “112” номерсемпе тухмалла

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика