Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыр-пул шăпи хумхантарать

06 августа 2008 г.

Иртнĕ çул район кашни гектартан 16, 2 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса илнĕччĕ. Урăхла каласан, сакăр пин тонна ытла тыр-пул кĕлете кĕртнĕ. Кунта çакна палăртса хăварни те вырăнлă. 2006 çулхинчен ку 20 процент сахалрах. Кăçал çанталăк условийĕсем лайăх пулнипе тырă уйрăмах ăнса пулчĕ. Малтан шутласа пăхнă тăрăх, гектар тухăçĕ пĕлтĕрхинчен 7-8 центнер нумайрах тухмалла.

Анчах... Вырма ĕçĕсене анлăрах сарса яма çумăр тăтăшах çуса тăни чăрмантарать. Комбайнсем каçалăка уçрĕç çеç – çанталăк пăсăлчĕ. «Коминтерн», «Нива» тата «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче йĕтемсем çинче кăçалхи тыррăн малтанхи тоннисене йышăнма ĕлкĕрчĕç-ха. Ытти çĕрте вара агрегатсем уй-хире тухаймарĕç те. Пиçсе çитнĕ пусăсем кашни хуçалăхрах пур. Кунсем иртнĕ май вĕсем тăкăнма тытăнас хăрушлăх тухса тăрать.

Çакна асра тытса паян мĕн пур техникăна хатĕррисен линейкине лартни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă, хальхи вăхăтра районĕпе тĕш тырă пухса кĕртмелли 48 комбайн. Патшалăх техника асăрхавĕн аслă инспекторĕ Виктор Васюков каланă тăрăх, 16-шне шутран кăларма вăхăт. Мĕншĕн тесен вĕсене йĕркене кĕртес пулсан укçа-тенкĕ чылай тăкакламалла. Юсасан та хирте ĕçлеме шанчăк сахалрах. Агрегатсен ĕмĕрне тăсас тесен, паллах, саппас пайсем нумай кирлĕ. Вĕсене туянма вара хуçалăхсен укçи-тенки хĕсĕкрех.

Шутран кăларнă хыççăн хуçалăхсенче 32 комбайн юлать. Специалистсем палăртнă тăрăх, 29-шĕ тыр-пул пуссине тухма кирлĕ. Шел пулин те, ку таранччен те 5 агрегата механизаторсен кадрĕсемпе комплектласа çитермен. Çынсем те çук пулсан, техникăна кам йĕркене кĕртĕ; Тĕпрен илсен, «Свободăра», «Нивăра», «Сурара» тата «Асаматра» комбайнерсем çитмеççĕ. Ĕçшĕн тÿлессине лайăх йĕркеленĕ çĕрте механизаторсем тыр-пул пухса кĕртме хастар хутшăнма хатĕр. Укçа-тенкĕпе тата тырăпа тивĕçтерсен «уй-хир карапĕсене» йĕркене кĕртсе каçалăк уçма хуçалăхăн çын шырамалла пулмĕ.

Паянхи куна «Коминтерн» кооператив вырмана пур енлĕн хатĕрленсе çитнине палăртма кăмăллă. Кунти тăватă комбайна июль уйăхĕнчех юсавлисен ретне лартнă. «Путь Ильича» уçă акционерла обществăра та кăçалхи ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Тăватă агрегата уй-хире тухма хатĕрлесе çитернĕ. Сăмах май, серенкассисем «Авангард» хуçалăха та тыр-пул пухса кĕртме пулăшасшăн. Чăннипе, утаркассисен виçĕ комбайн пур-ха. Анчах вĕсем тырă пуссине тухасса ертÿçĕсем те, специалистсем те шанмаççĕ. Çавăнпа «Путь Ильича» обществăран пулăшу ыйтнă та.

Геннадий Ишмейкин ертсе пыракан «Асамат» хуçалăхра тĕш тырă комбайнĕсем 12 таранах. Паянхи кун тĕлне 3-шĕ çеç юрăхлă. Палăртнă тăрăх, 6-шĕ вырмана хутшăнма пултарать. Техникăпа пĕлсе, тулли хăватпа усă курсан мĕн пур тыр-пула пухса илме май пур. «Нива» кооперативра 6 комбайнран 4-шĕ ĕçе юрăхлă. Çавăн пекех «Мочковашский» тата Никитин фермер хуçалăхĕсенче, «Победа», «Свобода», «Аккозинский» хуçалăхсенче те хатĕр мар агрегатсем пур.

Çумăр тăтăш çăвать тесе тÿпенелле пăхса ларни паян вырăнсăр. Мĕн пур комбайна йĕркене кĕртсе çитерме тăрăшмалла. Çанталăк уяртсан уй-хире тухма нимĕнле чăрмав та ан пултăр.

Хресчен çакна аван пĕлет – юлашки çулсенче çĕр ĕç культури хавшарĕ. Пĕрлешÿллĕ предприятисем вакланнă май, пусă çаврăнăш пĕлтерĕшĕ çухалчĕ. Пĕр йышши культурăнах темиçе çул пĕр уйрах акни тухăçа нумай чакарать. Нумай хуçалăх çĕнĕ сортсене туянаймасть. Киввинчен киввиех шăтать, унăн белок хисепĕ сахал. Туянакансем çавăн пек тырра тиркеççĕ. Çакăнтан каллех тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тумалла. Кĕр акинче çĕнĕ сортсемпе ытларах усă курмалла.

Пĕтĕмĕшле илсен, паян вăхăта сехетпе мар, минутпа виçмелле. Мĕн пур тырра пĕр пĕрчĕ юлмиччен пухса кĕртме, ăна тасатса-типĕтсе тĕрĕс-тĕкел кĕлетсене хывма тăрăшмалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика