Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ĕнерен – 21,8 килограмм

30 июля 2008 г.

Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тени В.Никитин фермер хуçалăхĕнче ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Кунта çу кунĕсенче выльăхсене ешĕл апатпа тулăх тăрантараççĕ. Çакă ÿсĕм тума пулăшать. Хальхи вăхăтра кашни ĕне куллен 21, 8 килограмм сĕт антарать. Ку районти чи лайăх кăтарту.

Ĕнесене çуркунне çуллахи лагере кăларнă. Унта дояркăсене ĕçлеме условисем пур. Сумалли аппаратсем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Çакă паха – пурте, С.Кириллова зоотехник-ветеринар тăрăшнипе, кашни ĕне хăçан пăруланине, хăçан пĕтĕленсе юлнине пĕлсе тăраççĕ. Техник-осеменатор тивĕçĕсене Е.Алексеева пурнăçласа пырать. Хăйĕн ĕçĕнче тăрăшуллă, хастар вăл. Иртнĕ çулхи кăтартусене тишкерес пулсан, хуçалăхра 100 ĕне пуçне 95 пăру илнĕ. Тÿрех каламалла, ку япăх мар кăтарту. 2006 çулхинчен 5 пуç ытларах.

Шел пулин те, ĕнесен продуктивлăхне ÿстерессишĕн пур çĕрте те кирлĕ пек тăрăшмаççĕ. “Асамат” общество дояркисем халĕ талăкра вăтамран 6-шар килограмм кăна сĕт сăваççĕ. Çуллахи вăхăтра, ура айĕнче ешĕл апат тулăх чухне, продукци сахал илни никама та чыс кÿмест.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика