Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Флот парадне хутшăннă

26 июля 2008 г.

1949 ÇУЛХИ кĕркунне çар комиссариатĕнче хăйне Çар-тинĕс флотне службăна ярасси пирки илтсен Анат Чаткас йĕкĕчĕ Вячеслав Захаров питĕ савăннă. Ара, флотра службăра пулнисем халăхра яланах пысăк хисепре пулнă-çке-ха. Чăваш каччин служби Лăпкă океан флотĕнчи, Владивосток хулинчи торпеда специалисчĕсене вĕрентсе хатĕрлекен центрта пуçланнă. Вĕренĕве лайăх вĕçленĕ май, вăтам пĕлỹллĕ матроса старшинасен шкулне вĕренме янă. Иккĕмĕш статьяри старшина званине илсен Вячеслав Захаров океанри Аслă Петĕр заливĕнче минăсемпе торпедăсен заводсенчен кỹрсе килнĕ партийĕсене тĕрĕслекен полигонра службăна малалла тăснă. Çамрăк специалист хăйĕн тивĕçне яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă, карапсемпе кимĕсем çине тата складсене лайăх пахалăхлă хĕç-пăшал кăна кайтăр тесе тăрăшнă. Çар службинче пулнă кашни арçын лайăх ăнланать: полигонри çар хĕç-пăшалĕн тĕрĕслевĕсем пысăк яваплăхпа, пурнăç умне тухса тăма пултаракан хăрушлăхпа çыхăннă. Тинĕс хĕç-пăшалĕ кирлĕ стандартсене тивĕçтернине тĕрĕслекен подразделенири офицерсем, старшинасемпе матроссем дисциплинăна тата Инструкцие çирĕп пăхăнса ĕçлесе пынă. Пысăк карапсемпе, шыв айĕн çỹрекен кимĕсемпе кĕрешмелли хăватлă минăсемпе торпедăсем кăштах йăнăш тусан та вăхăтсăр сирпĕнсе кайма, хăйсене тата ыттисене пысăк инкек кăтартма пултарнине лайăх ăнланнă вĕсем. Семенов капитан-лейтенант ертсе пыракан, саперсен ĕçĕпе танлашакан ответлă задани пурнăçлакан подразделение флот, чаç командованийĕсем темиçе хутчен те тав тунă. Паллах, çак подразделенири çар служащийĕсене, çав шутра Вячеслав Захарова та, ятран чысланă, Грамотăпа командир сехечĕ парса хисепленĕ. Спортпа та туслă пурăннă Анат Чаткас йĕкĕчĕ. Лăпкă океан флочĕн "Боевая вахта" хаçачĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн пынă чаçри ăмăртура 700 метрлă дистанцие чупассипе иккĕмĕш вырăна тухнă. 1953 çулхи çуркунне, запасри кĕçĕн лейтенантсене вĕрентсе хатĕрлес тĕллевпе, флотри вăтам пĕлỹллĕ старшинасене _ çарпа политика вĕренĕвĕн отличникĕсене Владивостокри вĕрентỹ центрне пухнă. Çак йышра пĕрремĕш статьяри старшина, пĕрремĕш класлă специалист Вячеслав Захаров та пулнă. Офицерсен курсне ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн, кĕçĕн лейтенант звани илсен, Анат Чаткас каччи çав çулах, кĕркунне, тăван яла таврăннă. Флот службинчен килсен В.К.Захаров тĕрлĕ çулсенче районти Культура çурчĕн директорĕ, ДОСААФ райкомĕн председателĕ, парти райкомĕн инструкторĕ, "Восход" колхоз председателĕ, райисполком председателĕн заместителĕ, МПМК (СМУ) начальникĕ, парти райкомĕн пай заведующийĕ, "Росгосстрах _ Гранит" начальникĕ, районти музей директорĕ пулса ĕçленĕ. Лăпкă океан флотĕнче организма тата характера пиçĕхтерни, тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхни Вячеслав Кирилловича яваплă должноçсенче чăтăмлăн ĕçлесе пыма, коллектив ĕç-хĕлне кирлĕ пек йĕркелеме пулăшнă. _ Çамрăклăхăн пĕр тапхăрĕ флот службинче иртнишĕн эпĕ питĕ савăнатăп, _ терĕ Шăмăршăра пурăнакан ĕç ветеранĕ, СССР Флот адмиралĕ Николай Кузнецов медалĕн кавалерĕ, отставкăри капитан-лейтенант В.К.Захаров. _ Службăра тăнă вăхăтра Лăпкă океан флочĕн командующийĕ Николай Кузнецов адмирал йышăннă Владивостокри парада хутшăннипе те мухтанатăп. Запасри тата отставкăри çар-тинĕс офицерĕсене, мичмансене, флот службинче пулнă матроссемпе старшинасене Çар-тинĕс флочĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей тата вăрăм ĕмĕр сунатăп.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика