Клубные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пултаруллă аттепе анне Атнар тăрăхĕнче пурăнаççĕ

02 декабря 2017 г.

Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ йĕркеленипе ноябрĕн 29-мĕшĕнче "Чи пултаруллă аттепе анне" конкурс пулчĕ. ЧНК-н районти уйрăмĕн ертỹçи Юлия Мареева тăрăшнипе çакăн евĕр конкурссем унччен те çỹллĕ шайра иртетчĕç. Ку хутĕнче вара конкурс питĕ ырă та ăшă кăмăллă лару-тăрура иртрĕ. Те сцена çине тухма хăюлăх çитернĕ тăватă çемье хăйсене тыткаланинчен, калаçнинчен, ташласа-юрласа панинчен, конкурсри ĕçсене пурнăçланинчен килчĕ çакă? Вĕсене хавхалантарма килнĕ тăва нĕсемпе çывăх çыннисем те, фольклор ушкăнĕсем те, районти пултаруллă çамрăк юрăçсемпе ташă ăстисем те уяв каçне ырă та çутă сĕм кĕртрĕç. Çакна Шупашкартан чылаййăн килсе çитнĕ ЧНК президиумĕн хастарĕсем те палăртрĕç.
Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев ертсе пыракан жюрие чи лайăх ашшĕпе амăшне суйлама çăмăл пулмарĕ: пурте маттур, пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса чылай çул хушши пĕрле утаççĕ, ачисене ỹстернĕ, мăнукĕсемшĕн савăнаççĕ. Çапах та жюри районти "Чи пултаруллă аттепе анне-2017" конкурсра Атнар ял тăрăхĕнчи Людмилăпа Николай Яковлевсем çĕнтернине палăртрĕ. "Чи ĕçчен çемье" номинацире Пантьăк ял тăрăхĕнчи Аннăпа Александр Артюшкинсем палăрчĕç. "Юрă-ташăра пултаруллă аттепе анне" номинацие Мăн Этмен ял тăрăхĕнчи Альбинăпа Анатолий Ивановсем тивĕçрĕç. Куракансен кăмăлне кайнисем вара Тралькасси ял тăрăхĕнчи Зойăпа Владимир Максимовсем пулчĕç. Асăннă конкурсра палăрнă çемьесемпе тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕсенче паллаштарăпăр.


Алина КАРПОВА.

Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика