Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сунса кĕтетпĕр

11 сентября 2015 г.

Ырă сунса кĕтетпĕр

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче республикăри мĕнпур культура учрежденийĕнче пултарулăхăн çĕнĕ сезонĕ уçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятие ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем, хуçалăхсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Районти 32 ялти культура çурчĕ çамрăксемпе ваттисен, ача-пăчан пушă вăхăтне усăллă та хаваслă ирттерме хăйсен алăкĕсене яриех уçнă.  Ял çыннисен 240 клуб пĕрлĕшĕвĕсенче хăйсен пултарулăхне малалла аталантарма пултараççĕ. Юлашки çулсенче сцена çине тухакансен йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Культработниксемпе пĕрле тивĕçлĕ канăва тухнисем, тĕрлĕ сферăра вăй хуракансем юрлаççĕ, ташлаççĕ, спектакльсенче выляççĕ. Шкул ачисем валли йĕркеленĕ пĕрлешÿсенче те ача-пăча хăйсене валли киленĕç тупать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Патреккелти халăх хорĕ çĕнĕ сезона мĕнле кăмăлпа уçнипе паллашрĕ. Коллектив районăн культурăпа социаллă пурнăçне яланах активлă хутшăнать, çавна май вĕсем район администрацийĕн Тав хутне тивĕçрĕç.

Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕн учрежденийĕнче  сезона «Тĕрлĕ тĕслĕ нотăсен çĕршывĕнче» çулçÿрев евĕрлĕ   мелпе уçрăмăр. Уяв алăкран кĕрсенех çынсене хăй патне кăчăк туртрĕ. Фойере «Драйв» ташă ушкăнĕ хăйсен илĕртÿллĕ ташшисемпе тыткăнларĕ. Кунтах С.Голубева «Канзаши» техникипе илемлĕ теттесем ăсталас енĕпе мастер-класс ирттерчĕ. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалланă куравсем, алĕç выставкисемпе куракансем интересленсе паллашрĕç.

Кашни культура çуртĕнчех чăваш, вырăс, ытти халăх юрри-ташшисем янраса тăчĕç çак каç. Тăрăмри культура çуртĕнчи капустник та ял çыннисене тĕлĕнтернĕ. Курнавăшсемпе Çĕнĕ Пăвасем куракансене «Эпир пуçлатпăр» девизпа йĕркеленĕ уява йыхравланă.

Ял халăхĕн таланчĕ нумай енлĕ. Вĕсене малалла аталантарас тесен ялти культура çурчĕсенче хаваспах кĕтетпĕр сире.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика