Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăвак беретлисен уявĕ

05 августа 2015 г.

Кăвак беретлисен уявĕ

Районта Раççей Сывлăш-десант çарĕн уявне анлăн паллă тунă.

Кăвак беретлă, тельняшка тăхăннă ĕнерхи салтаксем чи малтанах  районти çар комиссариачĕн çурчĕ умне пухăннă. Кунта воин-интеранационалистсене халалласа лартнă çар машини умĕнче Сывлăш-десант çарне йĕркеленĕренпе 85 çул çитнине савăнăçлă паллă тунă. Аслисемпе пĕрле нумаях пулмасть службăран таврăннă Исемпелĕнчи Сергейпе Андрей Пчеловсем, Аслă Пăла Тимешри Ананий Карсаков тухса калаçнине тимлĕн итленĕ.

Унтан колонна Тĕп лапамра паттăрсене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă. Кунтах тĕрлĕ конкурссемпе вăйăсем иртнĕ. Ветеран-десантниксемпе пĕрле ыттисем те Елчĕк паттăрсен ячĕпе хисепленсе тăракан Иванов, Андреев, Беляев урамĕсемпе йĕркеленĕ авточупăва хутшăннă. Культура ĕçченĕсем ВДВ ветеранĕсене илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика