Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçра чи ырри - юратса пурăнни

11 июля 2015 г.

Пурнăçра чи ырри - юратса пурăнни

 

Елчĕк район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче хальхи вăхăтра çĕршывĕпех анлăн паллă тăвакан Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă «Эсĕ манăн юрату та, пурнăç та...» уяв иртрĕ.  Пĕр-пĕрне хисеплесе тата юратса 50 е унтан та ытларах çул пурăнакан, ачи-пăчине тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ тата нумай ачаллă çамрăк мăшăрсене савăнăçлă лару-тăрура чыслама район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Пенси фончĕн тата социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Çемье - пурнăç тĕрекĕ. Килĕшÿллĕ, пĕр-пĕрне ырă сунса тата юратса, нумай çул  пурăнакан районти çемьесем çинчен эпир пурте лайăх пĕлсе тăратпăр. Вĕсем пирĕншĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Юлашки çулсенче республика ертÿлĕхĕ те пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса нумай çул пĕрле утакан мăшăрсене чыслассине малти вырăна хурать. Эпир вара хамăр районти тĕслĕхлĕ çемьесем çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартар. Уявра Шăмалак ялĕнче пурăнакан Черновсен çемйипе - Елена Николаевнăпа тата Анатолий Михайловичпа паллашма питех те кăмăллă пулнине пĕлтеретпĕр. 55 çул пĕрле пурăнаççĕ вĕсем - савăнăçра та, хурлăхра та. Елена Николаевна ĕмĕрне шкулта ĕçлесе ирттернĕ, вĕрентекен пулнă. Анатолий Михайлович - Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ, ун чухнехи ятлă-сумлă «Слава» колхозра нумай çул тĕп бухгалтер-экономистра ĕçленĕ, Лаш Таяпа ял совет председателĕ те пулнă. Ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани тата аслă пĕлÿ илме пулăшнă Черновсем паян мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнаççĕ.  Çакăнтан пысăк телей урăх мĕн пултăр?

Уяв кĕрекинчи тепĕр хисеплĕ мăшăр  виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ Типтимешри Карповсем пулчĕç. Кил хуçи, Геннадий Архипович, 32 çул водительте ĕçлесе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çитсе курнă.  Алтай, Казахстан, Кубань çĕрĕсем çинчен тĕштырă пухса кĕртме хутшăннă. Мăшăрĕ, Лидия Ильинична мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ялти фельдшер пунктĕнче санитаркăра тăрăшнă. Хисеплĕ ватăсем  авалхи чăвашсен йăлине асра тытса кĕçĕн ывăлĕн  çемйипе пĕрле пурăнаççĕ. Карповсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ.

Хăвăлçырмари Волковсем - Лидия Ивановнăпа Николай Алексеевич анлă пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утма пуçлани те 50 çул çитет. Пĕр касра çуралса ÿснĕ çамрăксене пĕрле пулма Турă хăй пилленĕ, тейĕн.

Коля тете мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван хуçалăхра водитель пулса ĕçленĕ, Лида аппа тĕрлĕ çĕрте вăй хунă: фермăра та, сад-пахча бригадинче те, ялти шкулта техничкăра та. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн хисеплĕ мăшăр пархатарлă та сăваплă ĕçе - ялта чиркÿ тăвас ĕçе йĕркелесе пыма хутшăннă. Сăмах май,  Волковсен ачисем те ашшĕпе амăшĕ пекех ĕçчен, теветкеллĕ. Хăвăлçырмари Çветтуй Троица ячĕллĕ чиркĕве те шăпах вĕсен ачисем тăрăшнипе туса лартнă. Ашшĕпе амăшĕн 4 ывăлĕпе тата хĕрĕпе савăнмалăх пур. Вĕсем пурте яваплă вырăнсенче ĕçлеççĕ. Сергей - милици полковникĕ, Мускавра ПАИ уйрăмĕнче ĕçлет, Федор - хальхи вăхăтра Раççейĕпех пĕлекен «Вăрнарти СОМ завод» ОООн генеральнăй директорĕ, Иванпа Петр та унтах тăрăшаççĕ, Зинаида хĕрĕ - педагог, Шупашкарта ĕçлет. Ыран - Питрав кунĕ Лидия Ивановнăпа Николай Алексеевичăн «ылтăн» туй. Вĕсене саламлама ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем йышлăн килсе çитмелле.

Çемье, юрату тата шанчăклăх уявĕн хăйĕн палли - черченкĕ салтак тÿми чечекĕ тата медалĕпе орденĕ.  Нумай çул юратупа килĕшÿре пурăннă мăшăрсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чыслаççĕ. Çак наградăна мăшăрланура 25 çултан кая мар пурăнакансем, ачисене çĕршыва юрăхлă çынсем туса ÿстернисем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракансем тивĕçеççĕ. Çак сума кăçал районти икĕ çемье тивĕçнĕ. Вĕсем: Курнавăш ялĕнчи Валентина Яковлевна тата Николай Аврамович  Порфирьевсем, Кушкă ялĕнчи Светлана Аркадьевна тата Василий Степанович Бариновсем. Вĕсемпе паллашма та кăмăллă. 51 çул мăшăрлă пурнăçпа пурăнакан Порфирьевсем 5 ача çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Николай Аврамович  механизаторта, Валентина Яковлевна пахчаçимĕç бригадинче тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та вĕсем ырма пĕлмесĕр хуçалăх производствинче тăрăшнă, «Ĕç ветеранĕ» ята илме тивĕçлĕ пулнă. Хальхи вăхăтра ватăсем ывăлĕн çемйипе тата Николай Аврамовичăн 92 çулхи Фекла аппăшĕпе килĕштерсе пурăнаççĕ.

Хисепе чăннипех тивĕçлĕ, çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăракан тепĕр çемье - Бариновсем. Светлана Аркадьевна Кивĕ Арланкассинче çуралнă. Вăл Аркадий Васильевич Богданов фронтовикăн, педагогика ĕçĕн ветеранĕн хĕрĕ. Вăл та ашшĕ çулне суйласа илнĕ - учитель, шкулта физика предметне вĕрентнĕ. Светлана Аркадьевна 1986 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Кушкăри шкулта директор пулса ĕçленĕ. Пархатарлă ĕçĕшĕн ăна халăх çутĕç отличникĕн ятне панă. Мăшăрĕ, Василий Степанович политехника институтне пĕтернĕ, Аслă Пăла Тимешри шкулта математика предметне вĕрентнĕ, 1997 çултан пуçласа 2002 çулччен «Вперед» хуçалăх ертÿçинче тăрăшнă. Ĕçне кура хисепĕ. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна РСФСР Ялхуçалăх министерствин тата Чăваш АССРĕн Министрсен Совечĕн Хисеп хучĕсене парса чыс тунă. Бариновсем 5 ача çуратса ÿстернĕ, мĕн пĕчĕкрен вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарнă, спортпа туслашма пулăшнă.

2016 çулта Светлана Аркадьевнăпа Василий Степановичăн «сапфир» туй - çемье çавăрнăранпа 45 çул çитет.

...Çемье ача-пăча сассипе илемлĕ. Килĕштерсе пурăнакан, туслă çемьесенче телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ. Юлашки çулсенче  районта нумай ачаллă çемьесен хисепĕ ÿссе пыни  савăнтарать. Уяв кĕрекинче нумай ачаллă çемьесене хавхалантарасси те тĕп вырăнта пулчĕ. Федерацин «Нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн икĕ ача çитĕнтерекен Елчĕкри Григорьевсене - Антонина Владимировнăпа Роберт Николаевича амăшĕн капиталĕн, Александровсене - Алина Алексеевнăпа Алексей Николаевича, Красновсене - Светлана Петровнăпа Василий Владимировича /вĕсен 3-шер ача/ амăшĕн капиталĕпе пĕрле  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă Указĕпе килĕшÿллĕн  тата 100 пин тенкĕ хушса панине çирĕплетекен тата харпăр хăй хуçалăхне йĕркелеме тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрнине ĕнентерекен сертификатсене парса чыс турĕç.

Елчĕкри культурăпа кану центрĕн артисчĕсем илемлĕ уявра илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Тĕп бибиотека ĕçченĕсем те уява тĕплĕн хатĕрленнĕ: Тĕп лапамра кĕнекесен куравне, çемье пирки  çынсенчен ыйтса пĕлессине йĕркеленĕ. «Пурне те: юратакансене, ĕненекенсене тата кĕтме пĕлекенсене» акцие хутшăнакансене кĕнекесем, уяв паллине - салтак тÿми чечекне парнеленĕ...

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика