Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура: проектсем тата аталану

11 июля 2015 г.

Культура: проектсем тата аталану

«Чувашия» ПТРКн, «Чăваш Ен» наци телевиденийĕн, «Советская Чувашия» хаçатăн пĕрлехи материалĕнче театрсенче, библиотекăсенче, районсенчи культура çурчĕсенче ырă улшăнусем пирки калаçу пынă. Унта Чăваш Енĕн Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хутшăннă. Çавăнпа информаци усăллă çеç мар, тĕрĕс те. 

Ĕмĕтсем пурнăçланакан çуртра

Пуканесен Чăваш патшалăх театрне 20 çул хушшинче пĕрремĕш хут тĕпрен юсанă. Стиль, илемлĕх, хăтлăх - çак виçĕ сăмахпа палăртма пулать унăн паянхи сăнне. Курав залĕнче - меллĕ кресло-трансформерсем, пусмасем айккине сусăр çынсем валли пандуссем, çавăн пекех çĕнĕ йышши çутă оборудованийĕ вырнаçтарнă, сценăна аслăлатнă. Спектакльсене курма кăсăклă. Пуканесен театрне юсама 30 миллион тенкĕ яхăн тăкакланă.

- Хывнă укçа-тенкĕ вăл каялла таврăнать. Чăваш, вырăс халăхĕсен культурине мĕн ачаранах ăнланма хăнăхтармалла, çав шутран сцена урлă та. Интернет кăна пулăшаймĕ, - палăртнă Михаил Игнатьев.

Театрăн воспитани рольне кунта пĕр минутлăха та манмаççĕ. Реконструкци вăхăтĕнче те алăк çине çăра çакман. Спектакльсене маларах репетици ирттернĕ пĕчĕк сцена çинче вылянă. Раççей тава тивĕçлĕ артистки, Чăваш Республикин халăх артистки Надежда Алферова палăртнă тăрăх, актерсен аллинчи пуканесем - туссем, ачасене канаш паракансем, паянхи тапхăрта обществăра çитмен ырăлăха саракансем.

Театр яланах пуриншĕн те пĕрре

Малалла Михаил Игнатьевпа калаçу Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче тăсăлнă. Кунта ăна çамрăк режиссер Наталья Сергеева Алексей Дударевăн «Не покидай меня» пьеси тăрăх лартакан спектакль репетицине чĕннĕ. Регион ертÿçине театрăн директорĕ Юрий Владимировпа художество пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев кĕтсе илнĕ.

Театра кĕнĕ çĕрте пандус, шалта гардероба пыракан чалăш подъемник вырнаçтарнă, курав залне вара лифтпа хăпарма пулать. Залра тата кассăсенче начар илтекенсем валли индукци ункине вырнаçтарнă. Фойере информаци табловĕпе усă курса техника хатĕрĕсемпе усă курмалли йĕркесемпе, актерсемпе, театрăн репертуарĕпе паллашма май пур. Креслăсен айккинче инвалид-колясочниксем валли ятарлă вырăнсем вырнаçтарнă. Çакна республикăри «Доступная среда» программăпа килĕшÿллĕн тунă.

- Сусăр çынсем юлашки вăхăтра театра час-часах килме пуçларĕç - вĕсене паян питĕ лайăх, хăтлă, - палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Театрта сасăн, çутăн, сценăн çĕнĕ оборудованине вырнаçтарнă. Сценăна та çĕнетнĕ. Креслăсем çинче - синхронлă куçарăва итлеме наушниксем. Тĕрĕссипе, куракансем, актерсем валли пĕтĕм услови пур.

Михаил Игнатьев чăваш драма сценин ăстисемпе СССР халăх артисткипе Вера Кузьминăпа, Раççей тата Чăваш Республикин халăх артисчĕсемпе Нина Яковлевăпа, Нина Григорьевăпа, çамрăк ăстасемпе ăшшăн калаçнă.

- Хальхи тĕнче спектакльсем лартнă чухне çĕнĕ технологисемпе усă курма ыйтать. Çапах та сирĕн пысăк ăсталăх, пултарулăх, хăвăра шеллеменни, малалла ăнтăлни паллă вырăн йышăнать, - çапла пĕлтернĕ Михаил Игнатьев, артистсемпе калаçнă май.

Наци культурине аталантарасси, халăхăн йăла-йĕркине, культура еткерлĕхне сыхласа хăварасси пирки те кăсăклă калаçу пынă. Сцена ветеранĕсем, çамрăк актерсем пултарулăх коллективĕн ĕç-хĕлĕ енĕпе тимлĕх уйăрнăшăн Михаил Игнатьева тав тунă.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ те хăйĕн сăнне улăштарса пырать. Фасада çĕнетнĕ. Шала кĕрсен энергие перекетлекен светильниксене асăрхатăн. Вĕсене коридорта та вырнаçтарнă. Тĕп пусман халĕ карлăк та пур - çакă картлашкасем тăрăх çăмăллăн хăпарма май парать. Фойере - çĕнĕ тĕкĕрсем. Курав залĕнче сценăсене сăрланă, çĕнĕ 900 кресло вырнаçтарнă. Сцена çинче - экран, ун хыçĕнче хăватлă икĕ видеопроектор. Фильмсем курма, эффектлă декорацисем йĕркелеме май пур.

Реконструкци тапхăрпа пырать. Тĕп ĕçсене Шупашкара никĕсленĕренпе 550 çул çитнине палăртма хатĕрленнĕ тапхăрта пурнăçлаççĕ.

Библиотекăна çÿресси - модăра

Чăваш наци библиотеки паян - культурăн нумай функциллĕ, универсаллă учрежденийĕ. Çакна çурт патне çывхарнă чухнех туятăн.

Наци библиотекинче икĕ миллион ытла кĕнеке, краеведенипе çыхăннă ытти йышши 80 пине яхăн документ, вĕсенчен çурри ытла чăваш чĕлхипе пичетленнĕ, шутланса тăрать.

Библиотекăна килсен ачасене сайра тĕл пулакан изданисемпе паллашма, кĕнекесемпе хаçатсене цифра чĕлхине куçарнине пĕлме май пур. Паллă ÿнерçĕсен ĕçĕсене вырнаçтарнă галерея-залра çÿреме те, коридорта пĕр-пĕр паллă ăсчахпа, çыравçăпа, композиторпа та тĕл пулма пулать.

Библиотека директорĕ Светлана Старикова Михаил Игнатьева залсене, хранилищĕсене кăтартса çÿренĕ. Акă, «Интеллектуариум» - пĕр çулталăкран пуçласа ултă çулхи ачасем валли ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле педагогсем занятисем ирттермелли пÿлĕм.

- Сирĕн мĕнле те пулин сĕнÿсем пур-и? - кăсăкланчĕ Михаил Игнатьев.

Ачана пăхма отпуск илнĕ Анна Скворцова çапла хуравларĕ:

- Çакна йĕркелекенсене тав сăмахĕ каласшăн. Ачасен пÿлĕмĕнчи вăйăсемпе пособисем хаклă, çавăнпа вĕсене кашни çемье туянма пултараймасть. Эпир вара кунта тÿлевсĕрех çÿретпĕр, Интернет урлă çырăнатпăр. Ачасем хавас.

Михаил Игнатьев шухăшĕпе пĕтĕм Чăваш культуришĕн Европăна «чÿрече каснă» чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхи залĕ те çынсене илĕртет. СССР писателĕсен Союзĕн членĕ, Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, филологи наукисен докторĕ Юрий Артемьев хăйĕн «Константин Иванов: жизнь, судьба, бессмертие» кĕнекине Михаил Игнатьева парнеленĕ. Çак ĕç чăваш литературин классикĕ пултарулăхĕнчи çĕнĕ страницăсене уçать. Михаил Игнатьев автора пысăк ĕçшĕн тав тунă, Константин Иванов унăн яланах юратнă поэчĕ, унăн «Нарспи» поэми яланах ĕç сĕтелĕ çинче пулнине пĕлтернĕ.

Республикăн Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Владимир Далĕн «Пусран тенкĕ пуçтарнă евĕр, вуланă кашни пĕрчĕрен пĕлÿ те пухăнать» сăмахсене аса илтернĕ.

Кунта ватти те, вĕтти те васкать

Библиотекăсене культурăн вучахĕ теççĕ. Вĕсем çынсене пĕлÿ, ăшă хутшăнусем парнелеççĕ. Хальхи вăхăтра республикăра 537 библиотека алăкĕсем уçă. Вĕсенче кашнинче тенĕ пекех компьютерсем пур. Библиотекăсен 90 проценчĕ Интернетпа çыхăннă. Раççейре вара çак кăтарту 27,5 процентпа çеç танлашать.

Библиотекăн ролĕ ялсенче уйрăмах пысăк. Вĕсенчен ытларахăшĕ районсенчи тата ялсенчи культура çурчĕсенче вырнаçнă. Юлашки пилĕк çулта çакăн йышши 200 яхăн учрежденине юсанă, çĕнетнĕ. Çĕрпÿри культура çуртне çĕнĕ сăн кĕртме 11 миллион тенкĕ тăкакланă. Кунта килекенсене бронзăран хатĕрленĕ Печкин почтальон кĕтсе илет. Унăн сăмсине тытса пăхсан ăнăçу пулать имĕш. Печкин, мĕн калăн, пурнăçран юлмасть - унăн аллинче Константин Ивановăн томикĕ.

Шала кĕрсен вара чăваш литературин классикĕн вилĕмсĕр произведенин сăнарĕсемпе - Нарспипе тата Сентнерпе тĕл пулатпăр. Районта çав вăхăтра сăвă вулакансен конкурсĕ пыратчĕ. Ирина Кошкинăпа Александр Федоров, Паваркасси вăтам шкулĕнче вĕренекенскерсем, çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Çамрăк ташăçăсем те призлă вырăнсемшĕн кĕрешме хатĕр. «Шаг за шагом» ансамбле пĕртăвансем - Алексейпе Евгений Александровсем ертсе пыраççĕ. Вĕсем ТНТ канал ирттернĕ ташă конкурсне те хутшăнма тивĕçнĕ.

Культура çуртĕнче пурнăç çăлкуç пек тапать. Кунта мĕн кăна ирттермеççĕ-ши: экскурсисем, выставкăсем, конкурссем, концертсем, спектакльсем.

Çĕрпÿ районĕнчи культура çурчĕн директорĕ Светлана Смирнова палăртнă тăрăх, кунта 28 клуб пĕрлешĕвне йĕркеленĕ, вĕсенче 400 çын ăсталăха туптать, çулсеренех культура çуртĕнче массăллă 200 яхăн мероприяти ирттереççĕ.

Светлана Михайловна паянхи ыйтусене тивĕçтерекен курав залĕпе, сценăпа кăмăллăн паллаштарать. Чăваш Ен Культура министерстви парнипе те хавас - 400 пин тенке наци тĕррисемпе илемлетнĕ сцена костюмĕсем туянма янă. Ялсенчи клубсене аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксем, Марина Арсентьева, Александр Степанов пеккисем, ертсе пыма тытăнни те савăнтарать. Вĕсем çынсене культура тĕнчине явăçтарма тăрăшаççĕ. Культура çуртĕнче вырнаçнă ял тăрăхĕсем хушшинчи библиотека та питĕ лайăх ĕçлет - кунта килекенсен йышĕ ÿссе пырать. Библиотекăсен пулăшăвĕпе районта пурăнакансен 80 проценчĕ усă курать. Çавăн пекех Наци библиотекин ресурсĕсем патне те кĕме пулать.

Журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май, Михаил Игнатьев Чăваш Енри культура шайĕ ÿссе пынине палăртнă.

- Çĕнĕрен те çĕнĕ литература тата музыка произведенийĕсем «çуралаççĕ», çĕнĕ пултарулăх коллективĕсем йĕркеленеççĕ, искусствăра çĕнĕ ятсем палăраççĕ.

Раççей территорийĕнче пурăнакан халăхсен культури те Чăваш Ене витĕм кÿрет, çавăн пекех вăл та вĕсемшĕн хавхалану çăлкуçĕ пулса тăрать, - тенĕ Михаил Игнатьев.

/«Советская Чувашия» хаçатран. Июлĕн 8-мĕшĕ/.

Сăнÿкерчĕкре: Чăваш Наци библиотекинче Михаил Игнатьев сайра тĕл пулакан кĕнекепе паллашать.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика