Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв хаваслă иртрĕ

15 июля 2015 г.

Питрав уявĕ Шуршу ял çыннисемшĕн кĕтнĕ те юратнă уяв. Уяв умĕн хамăр ял вăрманĕнчен татса килнĕ милĕке пĕçерсе мунча кĕреççĕ, çырларан тĕрлĕ апат янтăлаççĕ.

Çак кун хĕрсем ĕлĕкрен вăййа тухнă. Кăçал та вĕсем илемлĕ чăваш кĕписемпе тĕрĕллĕ саппунсем çакса вăйă картине тухрĕç. Ял урамĕсем тăрăх вăйă юррисем юрласа утрĕç, ташăсем ташларĕç. Курма тухнă хĕрарăмсем те хĕрсемпе пĕрле вăйă юррисене шăрантарчĕç, кинемисен куçĕсенчен вара, ĕлĕкхи çамрăк вăхăтсене аса илнĕрен пулинех, куççулĕ те тухрĕ. Каярах вăййа тухакансем Шуршури культура çуртне пухăнчĕç, вĕри те техĕмлĕ чейпе тата çĕр çырлинчен пĕçернĕ кукăльпе сăйланчĕç.

А.ПАВЛОВА,
культура çурчĕн ертÿçи.

Питрав уявне - Петрпа Павел çветтуй апостолсен кунне районти ытти ялсенче те анлăн паллă тунă. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче çак кун Çирĕклĕ Шăхаль, Мучар, Элпуç, Кармал ялĕсен уявĕсене те паллă тăваççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин уява уçса салам сăмахĕсем каланă май ялти пултаруллă, активлă çынсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Тав хучĕсемпе чысланă. Салам сăмахĕсем çумне райадминистрацин культурăпа информаципе тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕ А.Александрова хутшăннă, вăл Çирĕклĕ Шăхальти культура çуртне РФ Президенчĕн «Муниципалитетăн ял тăрăхĕсенчи культура учрежденийĕсене тата работникĕсене патшалăх пулăшăвĕ парас мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн 100 пин тенкĕлĕх сертификат панă. Д.Ивановăпа М.Муравьева районти культура пурнăçне активлă хутшăннăшăн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. «Эмметево» ООО ертÿçи Ю.Лапшин грамотăсемпе тата хаклă парнесемпе хуçалăхри ферма ĕçченĕсене тата механизаторсене хавхалантарнă. Мероприятинче тыл ĕçченĕсене - 92 çулхи Р.Федоровăна, 97 çулхи П.Родионовăна та, нумай ачаллă çамрăк çемьене - Мучарти Николайпа Марина Смирновсене те чысланă.

«Пысăк культурăллă тата тĕслĕхлĕ тирпейлĕ çурт» хуçисем - Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Ф.Чернов тата Элпуçри Н.Алексеев çемйисем.

Уявра спорт вăййисем, ача-пăча аттракционĕсем, чăваш эстрада юрăçисен юрри-кĕвви те пысăк вырăн йышăннă.

Кивĕ Арланкассинче Питрав уявĕнче ял кунне ирттерессине пĕлтĕртен йăлана кĕртме шутланă. Çакă наци йăла-йĕркине сыхласа хăвармалли витĕмлĕ мел иккенне лайăх ăнланаççĕ ăна йĕркелекенсем. Уява Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ З.Салахутдинов, «Энтепе» ООО директорĕ А.Васильев, ял старости О.Миронов савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн халăх тĕрлĕ фольклор коллективĕсен, чăваш эстрада юрăçисен концертне курса, спорт мероприятийĕсенче, халăх вăййисене хутшăнса савăннă, ăмăртнă. Кашниех хăйне кăмăла каякан вăйă-кулă тупнă. Чи таса, чи лайăх сĕтел хатĕрлекен тата талантсемпе пуян урам вара Кушкă касси иккенни паллă пулнă.

Курнавăшра уяв наци кĕпе-тумтирĕсем тăхăннă хĕрсемпе хĕрарăмсем «Вăйă», «Хуçа юрри», «Вăйă такмакĕсем», «Хĕр юрри», «Çерем пăсса вир акрăм» театрализациленĕ представленисем кăтартса панинчен пуçланнă. Халăх вăййисемпе тĕрлĕ конкурссем те ял халăхне нумаййăн пуçтарнă. Пурте вĕсем халăх йăла-йĕркине манмалла маррине палăртнă. Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Турхан ялĕсенчи халăх вара июлĕн 11-мĕшĕнче Çĕнĕ Пăвари культура çуртне пухăннă. Вăйă-кулă, спорт мероприятийĕсем, тĕрлĕ конкурссем каçченех тăсăлнă, уяв «Вăйă картипе» вĕçленнĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика