24 мая 2020 г.
Сăнӳкерчĕк аса илтерет
Сарăхнă сăнӳкерчĕк ман умра.
Тимлесен тĕлĕнмелли пур унра:
Ачасен ушкăнĕ сан çине тинкерет,
Плакат Сталинла вĕренме чĕнет.
Кунта хĕвеллĕ хĕрĕх пĕрмĕш çул:
«Шкул пĕтерекен, телейлĕ пул!»
Штанаш директорĕ приказ çырать,
Июнĕн 15-мĕшĕ тесе палăртать.
Приказ номерĕ вăтăр виççĕ (№33)
Ку числона телейлĕ теççĕ.
Василий Келлер алă пусать,
Приказ айне пичет лартать.
«Экзаменсене ăнăçлă тытнă,
Аттестат илме тивĕçлĕ пулнă.
Ал иккĕн вĕсем, телейлисем,
Икĕ класри вуннăмĕшсем!
– Виктор Моисеева парне парас –
Отличника хавхалантарас!
Мухтава тивĕçлĕ ударниксем –
Шăп та лăп вунулттăн вĕсем!
Таврари тĕрлĕ ял ачисем:
Воробьев Николай,Толстов Иван,
Кондаков Владимир, Маскин Иван.
Осипов Борис, Руссков Фадей,
Белов Федор, Денисов Тимофей.
Иванов Александр, Ермолаев Геннадий,
Иванов Степан, Сорокин Геннадий.
Карпов Иван тата Пудов Яков,
Савельев Петрпа Смирнов Геннадий.
Темиçе мăшăр куç ман çине тинкерет:
«Телейлĕ эп пулăп!» – тесе пĕлтерет.
Пĕри те пĕлмест çав хальлĕхе –
Вĕсен тăма тивĕ кĕçех çар ретне.
Хаяр тăшман татĕ яшсен ĕмĕтне,
Телейне, пурнăçне, кун-çулне.
Учительсене те черет çитет,
Тăван çĕршывшăн çапăçма тивет.
Келлер та хастар çапăçать,
Шел, ун кун-çулне тăшман татать.
Вĕçленеймерĕç сирĕн юррусем.
Тăрса юлчĕç тăлăха хĕрĕрсем.
Кĕтрĕç-кĕтрĕç – кĕтсе илеймерĕç,
Çемье телейне кураймарĕç.
Тăшмана аркатнă паттăр ентешсем,
Çут телейшĕн панă пурнăçне вĕсем.
Лейтенант Логинов Алексей –
«Ылтăн Çăлтăра» тивĕçнĕ Герой.
Днепршăн пынă хаяр çапăçу.
Çакăнта татăлнă санăн пурнăçу.
Плацдарма тăшман аллине паман,
Чăн-чăн чăваш ятне яман.
Украина, тăванла Украина!
Чăвашсене илнĕ хăв ытамна,
Кокельпе Çеçпĕл Мишши поэта
Алексей Логинов лейтенанта.
Алексей Кокель Харьков хулинче,
Çеçпĕл Мишши Остер хулинче,
Алексей Логинов Новоселки ялĕнче –
Асăну хăми пур палăк умĕнче.
Украина, тăванла Украина!
Кала-ха, мĕн пулчĕ сана?
Тăванна вутра çунтаран,
Çĕршывна фашистла аркатан?
Украина, тăванла Украина!
Паттăрсен канлĕхне ан татсам!
Ларччăр вырăнтах палăксем!
Канлĕн çывăрччĕр геройсем!
Салтак пăтти çиме ыйтсан
Штанаш каччисем нихăçан
Çара каясран пăрăнман.
Виççĕш киле чĕррĕн таврăнман:
Вăрçă заводне сыхлакан
Салтак Михаил Прокопьев,
Подводник Анатолий Софронов,
Пограничник Григорий Антонов.
Пĕтерчĕ кун-çулна Афган,
Тусусем сан çинчен манман –
Асăну хăми шкул умĕнчех.
Апла-тăк, Гриша, эс пирĕнпех!
Сума суса çĕкленĕ палăксем,
Вĕсем çинче сирĕн ятăрсем.
Пур «Астăвăм» ятлă кĕнекесем.
Ак палланă ятсем-хушаматсем…
Вутра хыпарсăр çухалнă салтак!
Тăван çĕршĕн пуç хунă салтак!
Сан ĕмĕтӳсем пурнăçланчĕç!
«Блицкриг» сăмах пăрахăçланчĕ,
Гитлер фашист çарĕ пăчланчĕ.
Сан вилĕмӳшĕн тусу тавăрчĕ,
Çичĕ юта вутра çунтарчĕ,
Рейхстаг çине сан ятна хăварчĕ.
Галина Зотова, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Штанаш