В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулăн та, ялăн та пуласлăхĕ пысăк

09 сентября 2016 г.

Ĕнер Каçал тăрăхĕнчи Урмаел ялĕнче чăн-чăн туслăх уявĕ иртрĕ. Асăннă ялта шкул уçăлнăранпа 150 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ праçникре чăваш, тутар юррисем шăранчĕç, икĕ халăх ташшисене ташларĕç, йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарчĕç.

Уява Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Тутар Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Надежда Дмитриева, ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова, Тутар Республикин вĕренÿ министрĕн çумĕ Ильдар Мухаметов, Комсомольски районĕн пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит За-йнуллин тата ыттисем хутшăнчĕç.

Хăнасем малтанах Урмаел шкулне çитсе курчĕç. Шкул директорĕ Фениз Камалдинов пĕлÿ çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, спортзала, тутар тата чăваш чĕлхипе урок ирттерекен классене кĕртсе кăтартрĕ. Фарид Мухаметшин тутар ачисем /7 «а» классем/ Елена Юмакова ертсе пынипе чăваш чĕлхине юратса вĕреннине курса ĕненчĕ. Елена Петровна Тутар Республикинчен-мĕн, Урмаеле качча тухнă. Акт залĕнче хăнасене тутар хĕрачи «Тăван ял» юрра чăвашла шăрантарса кĕтсе илни кăмăла çĕклерĕ. Хăнасем унта вĕрентекенсемпе, ачасен ашшĕ-амăшĕпе ăшă тĕлпулу ирттерчĕç.

«Икĕ республикăн спикерĕсем шкул юбилейне пĕрле хутшăнни Чăваш Ен историйĕнче хальччен пулманччĕ-ха», — терĕ ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов шкул коллективне юбилейпа саламланă май. «Эпир нумай халăх культурине вĕрентекен ватă шкулсене питĕ хисеплетпĕр. Кунта вĕрентекенсен тÿпи питĕ пысăк. Раççей — нумай нациллĕ, нумай чĕлхеллĕ, нумай культурăллă çĕршыв. Çавăнпа вăйлă вăл. Сирĕн патăра Юрий Алексеевич чĕннипе пĕтĕм ĕçе пăрахса вертолетпа вĕçсе килтĕмĕр. Кайăк вĕçевĕнчен пăхса çаврăнтăмăр: Урмаел питĕ чаплă, хитре ял. Кунта мĕн авалтан чăвашсемпе тутарсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни савăнтарать. Пытармастăп, сирĕн патăра выртакан çул паян çăмăлах пулмарĕ. Вăйлă çумăра, тĕтрене пула чылай çаврăнса çÿренĕ хыççăн аран шыраса тупрăмăр. Сирĕнпе тĕл пулнишĕн сĕре хĕпĕртерĕм», — терĕ ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин.

Хăнасем «Кара Пулат» собор мечетĕнчи медресе /чиркÿ çумĕнчи вырсарни шкулĕн/ ĕçĕ- хĕлĕпе те паллашрĕç. «Медресерен шкулччен пĕтĕмпе те 150 çул» Урмаел шкулĕн 150 çулхи юбилейĕ ячĕпе йĕркеленĕ пысăк уяв ялти культура çуртĕнче малалла тăсăлчĕ. Хăнасем Тутар культура центрĕнче Чăваш Республикинчи Тутар автономийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, халăх пултарулăхĕн, алĕç ăстисен, вырăнти художникăн Вагиз Камалетдиновăн кар-тинисен куравĕсемпе паллашрĕç. Сăмах май, Урмаелте пĕрремĕш мечет 1866 çулта уçăлнă. Ун çумĕнче вара пĕрремĕш шкул ĕçлеме пуçланă. Унта арçын ачасемпе пĕрле хĕрачасене те вĕрентнĕ. Маларах вара ачасене ялти мулласен килĕсенче пĕлÿ панă. 1901 çулта иккĕмĕш мечет хута кайнă. Ун çумĕнчи медресере те çамрăк ăрăва хутла вĕрентнĕ. Паян вара Урмаел шкулĕнче 364 ача вĕренет. «Шкулшăн 150 çул нумай-и вăл? Кунта ав 150 çул кăна тесе çырса çапнă. Кунта ларакансем, манăн шухăшăмпа пурте çак пĕлÿ çуртĕ-нчен тухнă. Юлашки çулсенче Урмаел çĕнелсе, пысăкланса пырать. Ăна пĕчĕк хула теме те пулать. Эпĕ Елчĕк тăрăхĕнчи ялта пĕлÿ илнĕ. Унта мана тутар учительници вĕрентни халĕ те асрах. Тутарсемпе эпир яланах туслă пурăннă», — палăртрĕ Юрий Алексеевич.

Фарид Мухаметшин тăван чĕлхене упраса хăварас ыйту кашни республикăрах пуррине па-лăртрĕ. «Урмаел шкулĕ пур енĕпе те ырă тĕслĕх. Кунта тутар ачисем тутарла та, чăвашла та, вырăсла та, акăлчанла та, французла та вĕренеççĕ. Урмаелсем халăх йăли-йĕркине, культурине упрассипе ырми-канми ĕçлеççĕ. Эпĕ вырăс ялĕнче çитĕннĕ. Вырăс шкулĕнче вĕреннĕ. 35 çула çитсен вара аттепе анне чĕлхине ăса хыврăм. Паян манран журналистсем: «Урмаел ытти тутар ялĕсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать? Мĕншĕн эсир шăпах ăна суйласа илнĕ?» — тесе ыйтрĕç. «Манăн халăхăм чăвашсен хушшинче çав тери туслă пурăннипе», — терĕм эпĕ. 1-мĕш класа кăçал Урмаелте /пĕр ялта/ 32 ача килнĕ. Мĕнешкел пуласлăх ку! Апла тăк — ялăн пуласлăхĕ, республика малашлăхĕ пысăк», — хĕпĕртевне пытармарĕ Фарид Хайруллович.

Уявра вĕрентÿ ĕçĕнче уйрăмах палăрнă ветерансене, хальхи вĕрентекенсене Чăваш тата Тутар республикисен Патшалăх Канашĕсен Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Республика ертÿлĕхĕ ячĕпе Юрий Попов шкула юбилей ячĕпе шкул автобусĕ туянма сертификат пачĕ. Фарид Хайруллович çавăн пекех Урмаелти культура центрне Хусан кремльне ÿкернĕ кавир парнелерĕ. Урмаелсем те парăмра юлмарĕç: хаклă хăнана Вагиз Камалетдинов авалхи тутар ялне сăнланă картинăна парнелерĕç. «Халĕ ĕнтĕ каялла каяс та килмест», — терĕ Фарид Мухаметшин.

Уявра тутар, чăваш юррисем тахçанчченех янăрарĕç, Хăнтăрла шывĕ тăрăх кайса инçете-инçете сарăлчĕç...

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика