В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «АККОНДра» хăнара - Куславккари шкулта вĕренекенсем

19 мая 2016 г.

«АККОНД» кондитер фабрики Куславккари вăтам пĕлÿ паракан 3-мĕш шкулта пĕлÿ илекенсене ачасем уйрăмах килĕштерекен пылак çимĕçе туса кăларассин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.

Çамрăксене уйрăмах килĕшекен пылак çимĕç шутĕнче — шăккалат, канфет, печени, вафли, десерт. Вĕсемпе савăнтаракан фабрикăра пулса вăл е ку кондитер изделине мĕнлерех туса кăларнине курмашкăн пирĕнтен кашниех шухăшланă. Тĕрĕссипе, паянхи кунчченех ĕмĕтленетпĕр те пулĕ.

Çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче унта çитсе курмашкăн Куславккари 3-мĕш шкул ачисене май туса панă: профориентаци программипе килĕшÿллĕн вĕсем Шупашкарти кондитер фабрикине килнĕ. Предприяти вĕсене карамелĕн тата çурхи чечексен чуна тыткăнлакан шăршийĕпе кĕтсе илнĕ. «АККОНДпа» паллашасси курав фильмне пăхнинчен пуçланнă. Ачасене производствăн хăйнеевĕрлĕхĕ çинчен каласа панă, экскурси вăхăтĕнче ку енĕпе уйрăмах тимлĕ пулма сĕннĕ.

Ачасем хăйсем кăмăллакан пылак çимĕç — хăйнеевĕрлĕ «Тĕлĕнтермĕш кайăк» канфет, хăймаллă «Хуторок» вафли, бисквитлă «Ломтишка» десерт хатĕрленине куç илмесĕр сăнанă, «вĕри» пылак çимĕçе производство линийĕнчен тухнă хыççăнах тутанса пăхнă. Хăнасене «АККОНД» пысăкăшĕ тата унăн пуян никĕсĕ /кунта пысăк технологиллĕ хальхи йышши çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă/ чăннипех тĕлĕнтернĕ. Вĕсем коллектив туслăхĕпе пĕрлĕхне, производствăри тасалăхпа йĕркелĕхе те асăрхамасăр хăварман.

Экскурсие вĕçлесен шкул ачисем чейпе тата канфет-печенипе хăналаннă, «АККОНД» АО директорĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Валерий Ивановпа тĕл пулнă — вăл çамрăксене хăйĕн професси çулĕ, инженер-электрикран ят-сумлă холдингăн генеральнăй директорĕ таран çĕкленни çинчен каласа кăтартнă.

«Пулас специалистсем валли экскурсисем йĕркелессине тивĕçлипе хаклатпăр. Пирĕн тĕллев — шкул ачисен тавракурăмне анлăлатасси кăна мар, вĕсене тĕрлĕ професси çинчен ытларах пĕлмешкĕн май туса парасси те, ĕçпе интереслентересси те. Професси ориентацине илес-тĕк, пулас специальноç пирки малтанах шухăшлама хăнăхтарасси те. 2016 çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнă май кăçал профориентаци ыйтăвĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», — пĕлтернĕ Валерий Иванов.

Вĕренекенсем «АККОНДра» практика ирттермешкĕн тата каярахпа фабрикăна çамрăк специалист пулса ĕçе вырнаçма май пурришĕн хĕпĕртенĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика