В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Малов: "Ĕç çыннине - хисеп"

06 мая 2016 г.

Шупашкарта майăн 1-мĕшĕнче, Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе, тĕп урамсемпе 32 пин çын утса иртнĕ. Тĕп хулари предприятисемпе организацисен, политика партийĕсен представителĕсем колоннăпа тĕп урамсемпе иртсе Хĕрлĕ тỹреме çитнĕ. Çуркуннепе Ĕç уявне тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем - çамрăксем, аслăраххисем, пенсионерсем - уявласси йăлана кĕнĕ. Нумай çын пĕлтернĕ тăрăх, майăн 1-мĕшĕ - çутă малашлăха шанмалли тата çĕршывпа мăнаçланма хистекен хĕвел шевлиллĕ савăнăçлă уяв. Çак кун çамрăксем хăйсем ача чухне майăн 1-мĕшĕнче демонстрацие çỹренине, ваттисем çамрăклăха аса илеççĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов Çуркуннепе Ĕç уявĕн демонстрацине хутшăнакансем ĕç çыннине, ветерансене хисепленине тата пирĕн çĕршыв историне асра тытнине çирĕплетнине палăртса хăварнă.

"Ĕç çулталăкĕ тата Çуркуннепе Ĕç уявĕ пире яваплăха туйма параççĕ. Çакă палăртнă ĕçсене, пур тĕллеве те пурнăçламаллине пĕлтерет", - тенĕ Николай Владимирович. Çавăн пекех вăл савăнăçлă уяв пĕр-пĕрне ырăлăх, тăнăçлăх, телей, ăнăçу суннипе, ыранхи куна шаннипе палăрса тăмаллине каласа хăварнă.

Николай Малов Çуркуннепе Ĕç уявĕ кăçал çутă та таса Мăнкунпа пĕр кунра килнĕрен православи тĕнне ĕненекенсене уяв ячĕпе саламланă. Яланах Ĕненỹпе, Шанăçпа, Юратупа пурăнма суннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика