В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутат хăйĕн сăмахĕшĕн яваплă

19 апреля 2016 г.

Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн 7-мĕш суйлаври Патшалăх Думин суйлавĕн малтанхи сасăлавне хутшăнакан кандидатсене регистрацилесе пĕтернĕ. Кун пирки «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов пĕлтерчĕ.

- Нарăс уйăхĕн 15-мĕ­шĕн­чен пуçласа ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен кăмăл пуррисем пурте сасăлава хутшăнма документсем тăратма пултарнă. Малтан судпа айăпланман-тăк, ытти партире тăмасан кандидат пулма кансĕрлекен чăрмав çук, - пĕлтерчĕ Николай Владимирович. - Чи пĕлтерĕшлĕ тапхăр - умра: çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче тĕп суйлав умĕнхи малтанхи сасăлав иртет.

Николай Малов пĕлтернĕ тăрăх - Патшалăх Думин депутачĕ пулас текен 44 çынран 61 заявка йышăннă, çак шутран 41 заявкăна регистрациленĕ. Ыттине тĕрлĕ сăлтавпа пăрахăçланă. Канаш округĕнчен - 9, Шупашкар округĕнчен 14 кандидата шута илнĕ. Çак йышра хальхи вăхăтра тĕрлĕ шайра депутат тивĕçĕсене пурнăçлакансем те - Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов, Ирина Клементьева, Николай Владимиров, Ильяс Калмыков - пур. Вĕрентÿ сферинчен Алексей Судленковпа Инна Исаева, сывлăх сыхлавĕнчен Алла Самойловăпа Юрий Зорин малтанхи сасăлава хутшăнма кăмăл тунă.

«Единая Россия» парти кандидатсене шута илнĕ чухне тĕпе хуракан тĕп паллăсенчен пĕри вăл - урăх парти ретĕнче тăманни. Регистрациленнĕ 30 çынран 15-шĕ - «Единая Россия» парти членĕсем, 14-шĕ - нихăш партире те тăмаççĕ.

Çирĕплетнĕ йĕркепе килĕ­шÿллĕн кандидатсен дебатсене хутшăнмалла. Çак пулăма кандидатсем хăйсем мĕнле йышăнаççĕ-ха? Пĕр парти членĕсем тăшман пулса тăмĕç-и?

Алена Аршинова çирĕплетнĕ тăрăх - «Единая Россия» чи малтанах - команда. Партире тăракан кашни çын вăйлăран вăл тата та вăйлăрах. «Манпа пĕрле малтанхи сасăлава хутшăнакан çынсем пурте пысăк опытлă, пултаруллă. Вĕсенчен вĕренмелли нумай», - палăртрĕ Алена Игоревна. «Çак командăна сыхласа хăварассишĕн тăрăшмалла, - ĕçтешĕн шухăшне малалла тăсса пĕлтерчĕ Николай Малов. - Çу уйăхĕн 22-мĕшĕ хыççăн 23-мĕшĕ, 24-мĕшĕ... пулать. Пирĕн чи малтанах малашлăх пирки шухăшламалла, пĕр-пĕрне ăнланса пулăшса пымалла». Владимир Иванов кандидат депутат пулса тăрсан кандидатсем оппонентсен сĕнĕвĕсене те шута илессине, вĕсене пурнăçа кĕртессине шаннине пĕлтерчĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕн Леонид Черкесовăн шухăшĕпе - дебатсем кирлех. Сăмах хыççăн сăмах... «Анчах суйлавçăсем депутатсенчен курăмлă ĕçсем кĕтеççĕ. Çак тапхăрта халăхпа ытларах тĕл пулмалла, вĕсене хумхантаракан ыйтусене тĕпчемелле.

Сăмаха чăн ĕçпе çирĕплетмелле, депутат чи малтан хăйĕн сăмахĕшĕн яваплă», - терĕ Леонид Ильич. «Партире сăмаха тытнине çирĕп тĕрĕслеççĕ», - палăртрĕ Геннадий Матвеев кандидат та.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕн малтанхи сасăлавне хутшăнас текенсен заявленийĕсене ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Хальлĕхе, Николай Малов пĕлтернĕ тăрăх, республикăри пĕр мандатлă 22 округ тăрăх 84 çынна регистрациленĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика