В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Крым Раççейпе пĕрлешнĕренпе - икĕ çул

21 марта 2016 г.

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Крым Раççейпе пĕрлешнĕренпе икĕ çул çитнине халалласа "Эпир пĕрле!" ятпа уяв концерчĕ иртрĕ. Çак мероприятие пĕтĕмпе 10 пин ытла çын хутшăнчĕ.

Асăннă акцие кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, профсоюзсем, çамрăксемпе ветерансен тата патриот организацийĕсем йĕркеленĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, ЧР Правительствин членĕсем, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, депутатсем, политика партийĕсемпе общество организацийĕсен представителĕсем, тĕрлĕ предприятире вăй хуракансем, студентсем, пенсионерсем килнĕ. Нумайăшĕн аллинче - ялавсем, "Крым тата Раççей - яланлăхах пĕрле", "Путина Крымпа Севастопольшĕн тавах", "Пĕрле чухне пире никам та çĕнтереймĕ" тесе çырнă плакатсем.

Уява ертсе пыракансем 2014 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кремльте Крымпа Севастополе Раççей тытăмне йышăнасси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснине, çурутравра пурăнакансен 97% тăван çĕршывпа пĕрлешессишĕн сасăланине аса илтерчĕç. Сцена çине тухса калаçакансем Крым çакнашкал çул-йĕре суйласа илсе йăнăшманнине, халĕ эпир пĕр пысăк çемьери пек килĕштерсе пурăннине, пĕрле чухне кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме май килнине палăртрĕç.

Концерт акцие хутшăннисен кăмăлне çĕклерĕ, пĕрлĕхпе тăванлăх туйăмĕсене вăйлатрĕ.

Крым Раççейпе пĕрлешнĕренпе икĕ çул çитнине халалласа çакнашкал митинг-концертсем Раççей Федерацийĕн кашни субъектĕнчех иртнĕ.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика