Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Василий Петрович Воробьев - пирĕн тăрăхри паллă юрăç-композитор, хор дирижерĕ

Василий Петрович Воробьев - пирĕн тăрăхри паллă юрăç-композитор, хор дирижерĕ

Василий Петрович Воробьев - пирĕн тăрăхри паллă юрăç-композитор, хор дирижерĕ. Хăйĕн пултарулăх ĕçне Чăваш Патшалăх хорĕпе (хальхи юрăпа ташă ансамблĕпе) çыхăнтарнă. Вăл 1887 çулта Элпуç ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ (Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпÿ уесне кĕнĕ).
Ачаранах юрă-кĕвĕ хайлавĕсемпе, вĕсен илемлĕхĕпе кăсăкланнă. Чăваш юррисем уншăн яланах çывăх пулнă. Илемлĕ сассипе палăрса тăнă. Музыкăна чун-чĕрепе туйни, кĕвĕсене çутă туйăмсем кĕртни хăйне май савăнăç кÿнĕ, пултарулăх çул-йĕрĕ патне ăнтăлма пулăшнă. Каникулсемпе канмалли кунсенче вăл май килнĕ таран ялта пулма тăрăшнă.
Василий Петрович хаваслă çын пулнă. Çамрăксен улахĕсене хутшăннă, çав тери хитре ташланă, шÿтлеме юратнă. Ял-йыш ăна хисепленĕ. Вăл вăхăтра вĕреннĕ çынсем ялсенче сахал пулнă.
В.П.Воробьев çуралнăранпа 130 çул тултарнă май Элпуçĕнчи культура çуртĕ-нче пысăк уяв иртнĕ. Унта музыковедени специалисчĕ, искусствоведени докторĕ Михаил Кондратьев профессор, Чăваш Патшалăх филармонийĕн директорĕ Николай Казаков, юрăпа ташă ансамблĕн ертÿçи Юрий Васильев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Гаврилов, райадминистрацин строительство, çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕ-рпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсен пай начальникĕ Тамара Дьяконова тата ЧНК Тăвай район уйрăмĕн ертÿçи, Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн членĕ Анатолий Кириллов хутшăннă.
Чăваш Патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн концерчĕ куракансене питĕ килĕшнĕ. Шупашкартан килнĕ хăнасем Василий Воробьев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Элпуçĕнчи культура ĕçченĕсем кĕнеке, ал ĕç выставкисем йĕркеленĕ, “Юрă сунталĕ умĕнче” стенд тата “В.П.Воробьев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ” презентаци куравĕ хатĕрленĕ.



"Ял ĕçченĕ"
19 апреля 2017
13:26
Поделиться