Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пултаруллă хĕрарăм

Пултаруллă хĕрарăм

Икĕ-виçĕ çул каялла Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕ-нчи кооператорсен магазинĕ тĕттĕм хĕрлĕ тĕслĕ “калпак” тăхăнчĕ строительсем пулăшнипе. Иккĕмĕш хутĕнче “Тăвайри кооператив” потребобщество ача-пăчана савăнтармалли кафе тата пĕчĕккисем валли тумтирпе теттесем сутакан уйрăм ĕçлессине йĕркеленĕччĕ. Хаваспах паллашатчĕç вĕсен тăрăшулăхĕ-пе тавар туянакансем.
-Айта кафене апат çиме, - сĕннĕччĕ тантăшăм пĕррехинче.
-Кунта çитереççĕ те-и вара;
-Кĕрсех курар-ха эппин, - пулнăччĕ хурав.
...Иккĕмĕш хута хăпартăмăр та, “Тăвайри общепит” тулли мар яваплăхлă обществăра 2006 çултанпах пире тутлă, илемлĕ тортсемпе савăнтарнă Светлана Владимировна Лашманова повар ăшă кулăпа кĕтсе илчĕ.
-Халь кунта ĕçлетĕр-и эсир; - интереслентĕм хĕпĕртенипе.
-Çапла. Сире мĕнпе сăйламалла;
Интересленсех паллашрăмăр менюпа, пуян вăл. Ачасем валли те, аслисен кăмăлне каякан блюдăсем те тĕрлĕрен пур.
Кăмăлласах астиврĕмĕр Е.Лашманова хатĕрленĕ юр-варсене. ”Питĕ тутлă, малашне сирĕн пата килетпĕр апатланма”, - тесе, ăшшăн сывпуллашса, тухса кайрĕç ытти тавар туянакансем те.
-Сире тивĕçтерме яланах хавас, - йыхрав пачĕ пурне те Светлана Владимировна.
С.Лашманова повар хăйĕн професси ăсталăхне ÿстерсе пырать. Районти, республикăри конкурссене хутшăнса темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăннă ылтăн алăллă хĕрарăм.
Светлана Григорьевна Георгиева пулăшать иккен ăна, урай тата чашăк-тирĕк çăвать. Çапла питĕ кăмăллă юлтăмăр эпир кооператорсен çĕнĕлĕхĕпе, çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçу сунтăмăр çынсемшĕн тăрăшакансене.


А.НИКИТИНА.



"Ял ĕçченĕ"
24 марта 2017
11:26
Поделиться