Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Хамăр алăсемпе - шăнкăрч вĕллисем

Хамăр алăсемпе - шăнкăрч вĕллисем

Ăшă кунсем çывхарсах пыраççĕ. Çанталăк тата çынсем вĕçен кайăксене кĕтеççĕ. Вĕсем йăва çавăрма йывăç тураттисене йăтни, хавхаланса юрлани пирĕн кăмăла çĕклет. Ака уйăхĕн пĕрремĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунĕ. Çунатлă туссене мĕнпе савăнтармалла-ха, мĕнле тав тумалла вĕсене çав кун;
Чи лайăх парне - вĕçен кайăксем валли çурт - шăнкăрч вĕлли. Енчен те эсир ăна хăвăр алăсемпе аслисем пулăшнипе тăватăр пулсан, парне хакĕ татах ÿсет.
Экологипе Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсене халалланă “Шăнкăрч йăви хамăр алăпа” конкурс пуш уйăхĕнче пуçланнă. Нумаях пулмасть савăнăçлă линейкăра ăна пĕтĕмлетрĕç.
Канашри лесничествăн Тăвайри участокĕн Ю.Емельянов лесничийпе Тăвайри шкул директорĕ В.Кириллова пуçарăвĕпе иккĕмĕш çул йĕркелерĕç ку конкурса. Пĕтĕмлетÿ мероприятийĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке те пулчĕ. “Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсемпе саламлатăп пурне те. Шăнкăрч вĕллисем тума активлă хутшăннăшăн пурне те тав тăватăп”, - тенĕ Владимир Алексеевич. Канаш лесничествин представителĕсем И.Федоровпа Ю.Емельянов тухса калаçнă унтан, вĕренекенсене ырă кăмăллă пулнăшăн тав тунă.
18 класри ачасем 84 шăнкăрч вĕлли тунă. 1 ”а” тата 1 “б” классенче пĕлÿ пухакансем 14-шар шăнкăрч вĕлли тунă. Ачасен ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ тĕрлĕ сĕнÿсемпе пулăшнă пĕчĕк ăстаçăсене. Шăнкăрч вĕллисем кĕçех шкул, стадион пахчисенче тата Канаш лесничествин вăрманĕсенче вырăн тупĕç.
Нумаях пулмасть Пĕтĕм тĕнчери вăрман кунĕ пулнă. Пирĕн республикăра пурĕ 632,3 пин гектар çинче йышăнать вăрман. Йывăçсене тĕрлĕ кăпшанкăсенчен хÿтĕленме вĕçен кайăксем те пулăшаççĕ. Çавăнпа çунатлă туссене вĕллесемпе, йăвасемпе ытларах тивĕçтерме тăрăшмалла пурин те. Вăрмансене касакансенчен хÿтĕленĕ çĕрте те пуçаруллă пулмалла çутçанталăка юратакансен.


В.ВАСИЛЬЕВ



"Ял ĕçченĕ"
24 марта 2017
11:14
Поделиться