Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Никифоровсем - республикăра пĕрремĕш

Никифоровсем - республикăра пĕрремĕш

Иртнĕ шăматкун республикăра “Единая Россия” политика партин регионти уйрăмĕн вырăнти тата пуçламăш организацийĕ-сен çемье командисем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем иртнĕ. Мероприятие Амăшĕ-пе Ашшĕн çулталăкне халалласа йĕркеленĕ. Спорт уявне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, “Единая Россия” партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов хутшăннă.
Спорта пухăннисене саламланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çемьесене сывă пурнăç йĕркине тытса пынăшăн, ача-пăчасене тĕрĕс воспитани панăшăн ырласа тав тунă. “Эсир, маттурсем, çакăн пек яланах хастар та хăюллă, спортпа туслă пулма тăрăшăр. Мухтав сире, Чăваш Ен çемйисене!” - тенĕ вăл.
Хамăр республикăри районсемпе хуласенчен пухăннă 30 яхăн команда тĕрлĕ дистанцире мала тухассишĕн тупăшнă. 
Пирĕн районти Ураскассинчи Никифоровсен çемйи “тăхăр çулчченхи ачаллă кил-йыш” категорире тупăшнă. Вĕсем хăйсен номинацийĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. Аса илтеретпĕр, Никифоровсен çемйи - Тăвай енре те, Элпуç ял тăрăхĕнче те чи авторитетли. Обществăлла пурнăçра та, спортра та, культурăра та ырă тĕслĕх кăтартаççĕ вĕсем. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнаççĕ. Мероприятисем те йĕркелеççĕ. Ак, нумаях пулмасть Никифоровсем пуçарнипе “Хаваслă йĕлтĕр йĕрĕ” ăмăртусем иртнĕ районта.



"Ял ĕçченĕ"
14 марта 2017
13:04
Поделиться