Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Институтпа музей хушшинчи килĕшÿ

Институтпа музей хушшинчи килĕшÿ

Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕ-нче Шупашкарти Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн ăслăлăхпа пултарулăх ĕçĕсен проректорĕ, педагогика наукисен кандидачĕ Геннадий Николаевич Петров доцент, институтри аслă сотрудник, педагогика наукисен кандидачĕ Вероника Юрьевна Арестова доцент, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн этнопедагогика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен, педагогика наукисен докторĕ Людмила Васильевна Кузнецова профессор ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Сумлă делегаци Енĕш Нăрвашра темиçе хутчен те пулнă. Наукăпа практика конференцийĕ те ирттернĕччĕ, Якутинчен килнĕ тата музей енĕпе ĕçлекенсемпе пĕрле çавра сĕтел хушшинче калаçу йĕркеленĕччĕ. Хальхинче вара культура тата искусствăсен институчĕ-пе Енĕш Нăрвашри музей пĕр-пĕринпе килĕ-штерсе ĕçлес пирки сăмах пынă. Аслă шкулта вĕренекенсене Енĕш Нăрвашри музейри экспонатсемпе усă курса пĕлĕвне ÿстерме, музейăн ятарлă сайтне йĕркелес, электронла экспонатсен базине уçас ĕçсем пирки калаçнă, ятарлă килĕшÿ тĕллевĕсене уçăмлăн палăртнă. Тепĕр майлă каласан, наукăпа творчество енĕпе килĕштерсе ĕçлес тĕлĕшпе ялти музейĕн пĕлтерĕшĕ ÿсет. Çавăн евĕр килĕшÿ ХХ ĕмĕр вĕçĕнче И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен институтпа Енĕш Нăрвашри вăтам пĕлÿ паракан шкул хушшинче те пулнă.
Шупашкартан, ытти çĕртен килекен хăнасене Енĕш Нăрвашри культура ĕçченĕсем яланах тарават. Вырăнти артистсен юрри-ташшипе, тематикăллă представленисемпе кăмăлласах паллашаççĕ вĕсем. Пĕр çулхине И.Я.Яковлев Енĕш Нăрвашри шкула килнине сăнарлакан сценари хатĕрлесе кăтартнăччĕ. Хальхинче вара “Салтака ăсатни” юрă-ташăллă программăпа тĕлĕнтернĕ. Пултарулăх ушкăнĕнче музей çумĕнчи фольклор ушкăнĕн членĕсем - ялти культура ĕçченĕсем, учитель-пенсионерсем, шкул ачисем пулнă.


В.ПЕТРОВ



"Ял ĕçченĕ"
14 марта 2017
13:00
Поделиться