Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Биатлон спортне аталантарасчĕ

Хĕл кунĕсем иртсе кайиччен Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул дирекцийĕ тата ял тăрăхĕн администрацийĕ биатлон спорчĕн ăмăртăвĕсене ирттерсе ячĕ. Ара, хĕл кунĕсенче телевизорпа тĕнче кубокĕпе тĕнче чемпионатĕнчи биатлонистсен ăмăртăвĕсене кăтартсах тăчĕç. Нумайăшĕшĕн биатлон чи килĕштерекен спорт ăмăртăвĕ пулса тăчĕ. Мĕнлерех кăна хумханса пăхса лартăмăр хамăр ентеш Татьяна Акимова чупнă чухне, уншăн савăннипе пĕрлех, вăл çĕнтертĕрччĕ тесе пăшăрхантăмăр. Хĕрарăмсен рейтингĕнче Татьяна Акимова 1399 очкона биатлонистсем хушшинче лидер шутланать.
Енĕш Нăрвашра биатлон спорчĕн кунĕнче ăмăртăва хутшăнакансем те, куракансем те йышлă пулчĕç. Ял варринчи плотина çинче хÿтĕ вырăн, йĕлтĕр йĕрĕ хатĕр, биатлонистсем пневматикăлла винтовкăран ÿкекен мишеньсем çине печĕç. Мишенĕсене вара шкул директорĕ В.Ильин хăй ятарласа хатĕрленĕ. Мишене лектерейменнисем штраф çаврăмĕ чупрĕç. Шкул ачисем хушшинче çĕнтерÿçĕсен шутĕнче Илья Софронов, Алексей Михайлов, Никита Михайлов, Николай Васильев, Дмитрий Сергеев, Илемпи Сергеева, Ирина Григорьева, София Шакеева, ялти çамрăксем хушшинче Артем Игнатьев, Александр Иванов, Иван Васильев, Федор Григорьев, Луиза Павлова, Наталья Кузьмина пулчĕç. Çĕнтерÿçĕ-сене шкул директорĕ В.И.Ильин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.А.Егоров грамотăсемпе парнесем парса чысланă.
Кăштах историрен: 1970-1980 çулсенче Тăвай районĕнче биатлон спорчĕ аван аталаннăччĕ. Тăрмăш каччисем С.Шепель, В.Семенов, Ю.Алексеев, Енĕш Нăрвашран Артем Егоров, Анатолий Егоров, Владимир Ефимов тата ыттисем те республикăри ăмăртусенче лайăх кăтартусемпе пĕрре çеç мар савăнтарнă. Республикăри районсем хушшинче биатлон ăмăртăвĕсенче час-часах Енĕш Нăрвашри шкул ачисем тата аслăрах ÿсĕмрисем ăнăçлă ăмăртнă, район команди хĕллехи спартакиадăра 3-мĕш вырăн йышăннă. Пĕр çулхине ШĔМн тытăмĕнче ĕçлекен Г.Николаев, шкулти В.Петров военрук, Н.Ярмулин вĕренекен патронсене алă вĕççĕн авăрламалли ТОЗ-12 винтовкăпа 1-мĕш разряд нормине Сĕнтĕрвăрри хулинче пурнăçланăччĕ.
Юлашкинчен çакна та каламалла, çамрăксене биатлон ăмăртăвĕсене ытларах явăçтарасчĕ. Тен, çулсем иртнĕ май Тăвай районĕнчен те Т. Акимова хамăр ентеш пек паллă биатлонистсем тухĕç.


В.ПЕТРОВ



"Ял ĕçченĕ"
10 марта 2017
16:32
Поделиться