Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Волейбол турнирĕ

Волейбол турнирĕ

Нумаях пулмасть Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕн спортзалĕнче Владимир Алексеева асăнса йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Ăмăртăва уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.О.Данилов, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ И.В.Головин, Володя ашшĕ, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Б.Л.Алексеев спортсменсене ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Кăçалхи ăмăртăва 8 команда хутшăнма кăмăл турĕ. Пуянкассисен 3 ушкăнĕсĕр пуçне республика пуçлăхĕн администрацийĕн, районти хуçалăхсен ертÿçисен, “Аль” ФСК, Ураскассипе Вăрманхĕрри ялĕсен командисем турнирăн тĕп парнишĕн тупăшрĕç.
Малтанах икĕ ушкăна пайланса вылярĕç. Шупашкарсемпе хуçалăх ертÿçисем (2:1), Çĕнĕ Пуянкассипе “Аль” ФСК (2:1) ăнăçлăрах вылярĕç. Çĕнкассем хуçалăх ертÿçисене, шупашкарсем ДЮСШ командине çĕнтерсе финала тухрĕç.
Виççĕмĕш вырăншăн пынă кĕрешÿре çамрăклăх, хăвăртлăх çиеле тухрĕ. Тушкил ачисем маттур пулчĕç. Тĕп парнешĕн пынă вăйă вара мĕн вĕçне çитичченех куракансене тыткăнларĕ. Пĕрремĕш парти çĕнкассен енче пулчĕ. Иккĕмĕшĕнче хула волейболисчĕсем ăсталăхĕпе палăрчĕç. 
Куракансем хавхалантарса тăни те пуянкассене вăй-хăват парса тăчĕ тейĕн. Çивĕч кĕрешÿре ылтăн медальсемпе тĕп парнене çак командăшăн вылянă Станислав Данилов, Иван Долгов, Владимир Карзаков, Сергей, Владислав, Даниил Кирилловсем çĕнсе илчĕç.
Çавăн пекех чи ăста волейболистсене те грамотăсем, парнесем парса чысларĕç.
Турнирăн йĕркелÿ комитечĕ ăмăрту ирттерме пулăшнă С.В.Хумышева, С.Н.Михайлова, С.К.Муханова, С.О.Данилова, С.П.Кириллова тав тăвать. 

П.РОМАНОВ, физкультура учителĕ



"Ял ĕçченĕ"
07 марта 2017
07:53
Поделиться